Сыватмăш çĕнĕ кадрсемпе пуянланса пыни савăнтарать. 2025 çулта округа ĕçлеме 5 çамрăк тухтăр тата 3 медицина сестри килни ырă пулăм.
Елчĕкри больница, пирĕншĕн, ватă çынсемшĕн, тăван кил пекех. Çак çула çитиччен миçе хутчен пулман-ши е сипленмен-ши унта? Тĕрлĕ тухтăр патне çитнĕ, вĕсем тăрăшнипе сывалнă. Специалистсем эпир мĕнпе чирлине те аван пĕлеççĕ, вăхăтлă пулăшу параççĕ.
Ватă çын тепĕр чухне хăй тĕллĕн больницăна кайса çỹреймест, ачисене те кашнинче чăрмантарас килмест пулĕ — вĕсен ĕçе çỹремелле.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Пурнăç патне утăм» проект пуçарни ватăсемшĕн уйрăмах меллĕ пулчĕ. Кăçалхи апрелĕн 11-мĕшĕнче ялти Надежда Петрова фельдшерица тата тĕп больницăри Наталья Шакова терапевт тухтăр мăшăрăмпа иксĕмĕре киле килсех тĕрĕслерĕç. Пире медпункта çитсе килме те çăмăл марччĕ. Наталья Анатольевна маларах та пĕр хутчен мар пулнăччĕ пирĕн патăмăрта.
Надежда Ивановна та хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçланине курса тăратпăр. Шкулта вĕрентнĕ эпĕ ăна. Ун чухнех тăрăшуллăччĕ. Канашри медицина училищине пĕтерсен çын сывлăхĕшĕн яваплине туйса ĕçлет те. Унăн сăнне больницăн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă — çакă пархатарлă ĕçĕн хаклавĕ. Эппин, çỹлерех асăннă пек шурă халатлă сиплевçĕсем пур чухне аптрамастпăр-ха…
Ольга МИРОНОВА,
пенсионерка.
Таяпа Энтри ялĕ.

