Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 81 çул çитрĕ. Вăл епле инçеленсе пырсан та унăн чапĕ, мухтавĕ нихăçан та чакмĕ. Пирĕн чĕресем тапнă чух, ăс-тăнпа чĕлхе пур чух эпир, Çĕнтерỹçĕ-халăх, мăн асаттесен паттăрлăхне манас çук.
Елчĕкри тĕп лапам Майăн 9-мĕшĕнче ирех вăрçă темипе çыхăннă юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Çанталăк сулхăнтарах пулни уява пуçтарăннисен хаваслă кăмăл-туйăмне витĕм кỹреймерĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мала хунă май, вăл иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан кĕскерех пулчĕ, анчах шухăшĕпе пĕлтерĕшне пачах та çухатмарĕ.

«Çав çулсене аса илес пулсан…» ятпа йĕркеленĕ музыкăпа театр курăмĕнче иртни пĕтĕмпех куç умне тухать. Округри культура ĕçченĕсем, хор коллективĕсем, искусство шкулĕн ташă ушкăнĕсем, Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем, пĕтĕмпе 200-е яхăн çын, хаяр вăрçăпа çыхăннă тапхăрсене ĕненмелле, чуна витермелле уçса пачĕç.
Аслă Аттелĕх вăрçине Елчĕк районĕнчен 8361 çын тухса кайнă, вĕсенчен 3795-ĕшĕ каялла таврăнайман. Каярахпа пирĕн ентешсен Афганистан, Чечен вăрçисенче тăшмана хирĕç хĕç-пăшалпа тăма тиврĕ. Хальхи вăхăтра чылаййăн Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн неонацистсене хирĕç çапăçаççĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнĕ май, çакна палăртрĕ:

— Пĕтĕм ăрусене пĕрлештерекен хисеплĕ уяв паян. Эпир тăшмана аркатма хутшăннисен, пирĕн çутă пуласлăхшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă паттăрсен, ветерансен, тылра Çĕнтерĕве çывхартнисен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Астăвăм яланах пирĕн чĕресенче упранĕ. Çак кун пирĕн халăхăн пĕрлĕхĕпе тата килĕшĕвĕпе çирĕпленсе юлтăр.
Леонард Васильевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн саламне те çитерчĕ.
Митинга пуçтарăннисене çавăн пекех Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев, çамрăк ăру ячĕпе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул вĕренекенĕ Юлия Петрова саламларĕç.
Уявра тĕп лапамран «Славянка» кĕвĕ çемĕпе СВОна черетлĕ 14-мĕш гуманитари пулăшăвĕн конвойĕ тухса кайрĕ. Округ халăхĕ, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем, уйрăм пайтаçăсем чун-чĕре ыйтнипе пухса хатĕрленĕ пурлăх, апат-çимĕç хỹтĕлевçĕсене ăшăлăх, çирĕплĕх, шанчăк кỹтĕрех. Аякка каякансене такăр çул, ăнăçу сунса Лаш Таяпа ялĕнчи Таса Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонахпа Аслă Елчĕк ялĕнчи Христос чĕрĕлсе тăнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей кĕлĕ ирттерчĕç.

…Лапамри халăх умне портретсем йăтнă вун-вун ача тухать. 2026 çулхи Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илейменнисем вĕсем. Тăван çĕршывшăн пурнăçĕсене шеллеменнисене, блокадăри каçсен сиввинче сывлавпа ăшăннисене, фашистсен тыткăнне лекнисене, унта нушаланса вилнисене, Бухенвальд кăмакисенчен тĕтĕмпе пĕрле вĕçсе кайнисене, понтон кĕперсем вырăнне машинăсем айне выртнисене, атакăсенче минăсем çинче сирпĕннисене — вилĕмсĕрлĕхе куçса çĕнтернисене нихăçан манар мар. Шăплăх саманчĕ хыççăн ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсем палăксемпе Геройсен бюсчĕсен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çак ырă йăлара Елчĕксем çулсерен йышлăхпа палăраççĕ.
Пирĕн çĕршывра, ытти çĕртипе танлаштарсан, тỹпе те сенкертерех, хĕвел те ăшăрах, çăлтăрсем те çутăрах, вăрмансем те çỹллĕрех те çăрарах, юхан шывсем те тăрă та таса. Вĕсем пĕтĕмпех пирĕн! Сĕмсĕр тăшман çак пуянлăха пĕр хутчен мар туртса илме хăтланнă, анчах тĕрлĕ халăхăн пĕр шухăшлăхĕ ĕмĕтсĕрлĕхе яланах пăчлантарнă. Пĕрлĕхпе туслăх вăйĕ малашне те çирĕплетĕ çакна.
Çĕнтерỹ митингĕ вĕçленсен кăштахран лапама ялавсемлĕ мотоциклистсем килсе çитрĕç. Чăваш Ен тĕп хулинчен вĕсем, 160 ытлан. Патриотла чупăва хутшăнакансене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев кĕтсе илчĕ, уявпа саламларĕ. Хăнасем вара, памятниксем умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн, малалла çул тытрĕç.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем ялсенчи кашни палăк умĕнче иртнĕ. Исемпел халăхĕшĕн вăл кун хăйне кура паллăпа çырăнса юлĕ: вĕсем çĕнĕ обелиск уçнă. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă май, ял çыннисене пуçаруллă та тăрăшуллă пулнăшăн тав тунă. Пĕр уйăхра хута янă объекта (700432,44 тенкĕлĕх) подрядчик — С.В.Фролов уйрăм предприниматель — пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Паллах, халăх та сăнаса тăракансен йышĕнче пулман: тирпей-илем ĕçне йăлтах хăйĕн çине илнĕ. Çывăхри йывăçсене касса турттарма «Победа» ООО директорĕ Николай Головин пысăк пулăшу панă.
Çулсем малаллах шăваççĕ пулин те, вăрçă ахрăмĕ хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Курнавăшра 1942 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Калуга облаçĕн Ульяновск районĕнчи Передель ялĕнче пуç хунă салтакăн, Николай Алексеевич Кругловăн, юлашкисене пытарнă. Ăна тупса палăртаканĕ тата илсе килекенĕ — Мордовири Н.А.Кручинкин ячĕллĕ «Зов» патриотла пĕрлешỹ ертỹçи Юрий Парчайкин. Тăван çĕре «таврăннă» салтака çар чысĕпе пытарнă.
Майăн 9-мĕшĕнче футболистсен йăлана кĕнĕ «Çĕнтерỹ» Кубокне ирттернĕ. Финалти тĕл пулу Лаш Таяпасемпе Елчĕксем хушшинче 1:1 шутпа вĕçленнĕ. Пенальти тапассинче вара В.В.Андреев олимпиецăн ентешĕсене ăннă — 3:2 шутпа çĕнтернĕ. Çапла вара вĕсем умлă-хыçлăн 3-мĕш çул мала тухнă.
…Майăн 9-мĕшĕ пулнишĕн,
Халăха Çĕнтерỹ парнеленишĕн,
Савăнăç, ырлăх туллишĕн, телейшĕн,
Тĕнчери, тỹпери сар хĕвелшĕн
Тав сана, çĕнтерỹçĕ салтак!
Николай МАЛЫШКИН.
Е.Игнатьева, М.Смолина сăн ỹкерчĕкĕсем.

