Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕп çемье — çĕршыв тĕрекĕ

Çирĕп çемье — çĕршыв тĕрекĕ

Çемье аннерен пуçланать. Амăшĕ — ачана пурнăç парнелекен чи хаклă çын. Аннене, тăван киле, тавралăха темле юратсан та яла пурăнма юлакан сахал юлашки вăхăтра. Исемпел ялĕнче паянхи куна хунямапа кин пурăнакан 3 çемье. Вĕсенчен пĕри — Чермаковсем. Эпĕ сире Çĕнтерỹ кунĕнче 80 çулхи юбилейне паллă тунă Надежда Ивановна Чермаковăпа паллаштарасшăн. 1946 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеçри Иван Константиновичпа Евдокия Степановна Кафаровсен çемйинче çуралнă вăл. Çемьере 10 пĕр тăван пулнă вĕсем. Ашшĕ вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех унта хутшăннă, Çĕнтерỹ хыççăн тăван киле йывăр сурансемпе таврăннă. Пĕрех хуçалăхри ĕçсенчен пăрăнман, нумай çул пушар хуралĕнче, кайран фермăра хуралçăра тăрăшнă.

Йышлă çемьере пурин валли те ĕç тупăннă. Ыттисем пекех, Надя пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă: çум çумланă, пучах пуçтарма çỹренĕ, кил-тĕрĕшре амăшне пулăшнă… Ялти пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн вĕренес ĕмĕт ăна Елчĕкри вăтам шкула илсе çитернĕ. Анчах аллине аттестат илсессĕн малалла вĕренме кайма май пулман, вырăнти хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Часах ăна Аслă Пăла Тимеш ял Совечĕн ертỹлĕхĕ ялти культура çурчĕн заведующийĕ пулма сĕннĕ, пулăшса пыма шантарнă. Чунне парса çĕнĕ ĕçе пуçăннă Надежда, ял çамрăкĕсем клуба туртăнни те ăна хавхалантарнă. Кунтах сенкер куçлă, сарă çỹçлĕ яштака хĕре Исемпел ялĕн маттур та тĕреклĕ каччи — салтакран таврăннă Вениамин Чермаков куç хывнă, мăшăр пулма ыйтнă. Чипер хĕре каччăн ашшĕ-амăшĕ те пĕрре курсах килĕштернĕ, пил панă. Шеп туй туса ирттернĕ хыççăн Вениамин Кириллович «Победа» колхозра шоферта ĕçлеме пуçлать. Часах çемьене «телей кайăкĕ» вĕçсе кĕрет: пĕрремĕш пепке — Людмила — çуралать. Çамрăк амăшĕн ĕçне улăштарма тивет: колхоз бухгалтерине вырнаçать.

4 çул тĕп килте пурăннă хыççăн çамрăк мăшăр хăйсен йăвине çавăрма тĕв тытнă. Малтан пĕчĕк пỹрт, хуралтăсем çавăраççĕ, 3 çултан пилĕк стеналлă çурт хăпартса лартаççĕ. Çĕнĕ çурта куçсан 1970 çулта кĕтнĕ ывăл — Сергей кун çути курать. Тепĕр 2 çултан кĕçĕн хĕрĕ Ира çуралать. Пĕр-пĕрне юратса, сăмахсăрах ăнланса, килĕштерсе пурăнакан мăшăр ачисене те ăшăлăхра, ырăлăхра ỹстерет.

Вениамин Кириллович хуçалăхри чи хисеплĕ водительсенчен пĕри пулнă. Ăна яланах аякри рейссене çỹреме шанса янă. 1975 çулта пĕр кунта «Победа» колхозăн 3 автомашини Мускав хулине техника валли запас пайĕсем илме çула тухнă. Инкек куçа курăнса килмест çав, çул çинче газ баллонĕ тиенĕ пĕр автомашина Вениаминăн автомашини çине пырса кĕрет. Ун çумĕнче ларса пыракан грузчик, Владимир, питĕ йывăр аманнăскер, больницăра куçне хупать. Вениамин пĕр уйăх больницăра вилĕмпе кĕрешет. Мăшăрĕ ун умĕнчен пĕрре те пăрăнмасть. Арăмĕн, ачисен юратăвĕпе тимлĕхĕ ăна сывалма пулăшнă пулинех. Вăрах вăхăт сипленнĕ хыççăн çĕнĕрен руль умне те ларать вăл. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ», «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул» паллăсене тивĕçет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Питĕ шел, 77 çулта чире пула Вениамин Кирилловичăн пурнăçĕ татăлать. Çак йывăр вăхăтра ачисем çумра пулни Надежда Ивановнăна çăмăллăх панă. «Ывăлăн ашшĕ-амăшĕн çуртне тытса пымалла», — текен ваттисен сăмахне Сергей ывăлĕ тĕпе хурса пурăнать, ашшĕ хыççăн пурнăç тилхепине хăйĕн аллине илнĕ вăл. Службăра та сывлăш-десант çарĕсенче пулнăскер, «вутра та çунмасть, шывра та путмасть» тесе ун çинчен каланă пекех туйăнать. Надежда мăшăрĕпе (вăл Аслă Пăла Тимешрен, хĕр чухнехи хушамачĕ — Столярова) пĕр хĕрпе 2 ывăл çитĕнтерчĕç вĕсем. Юля медколледжран вĕренсе тухнă, çемьеллĕ, мăшăрĕпе Шупашкар хулинче пурăнаççĕ, вĕсен хĕр ача çитĕнет. Михаил ывăлĕ çар тивĕçне пурнăçланă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинчен вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Кирилл техникумра вĕренет, музыкăпа кăсăкланать, ял-йыша купăспа выляса, юрă-ташăпа савăнтарать. Ашшĕпе амăшĕ вĕсемшĕн яланах чи ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Чермаковсен çемйи Исемпел ялĕнче пысăк хисепре. Сергей ял тăрăхĕнче, округра иртекен спорт ăмăртăвĕсене яланах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Почтальонкăра вăй хуракан Надежда «Пăла таппи» ансамбльте юрлать. Ял пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ вĕсем. Надежда Ивановна ывăлĕпе кинĕ çумĕнче чăннипех те канлĕ ватлăх тупнă. Тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăнакан Людăпа Ираида хĕрĕсем те ашшĕ-амăшĕн килне манса каймаççĕ, пĕрмаях килсе çỹреççĕ, тăван йăва çĕнелсе тĕрекленни вĕсене те савăнтарать. Капмар кил-çуртра пурин валли те вырăн çителĕклĕ, кунта пурне те тарават. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усрани пурин валли те кучченеç хатĕррине пĕлтерет.

«Чи пысăк телей маншăн — ачасем сывă пулни, мăнуксемпе кĕçĕн мăнука курса савăнни», — тет Надежда Ивановна. Чăн та, çакăн пек çемьесем пулсан ялсем пĕтмеççĕ-ха.

Зинаида ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code