Республика Правительствипе «Единая Россия» парти вăйсене пĕрлештерсе «Хула хутлăхĕ» тата «Раççей ялĕ» проектсем хута яни республикăри ял-хула сăн-сăпатне ырă енне улăштарма самай пулăшать. Вĕсем пирĕн округ территорисене тирпей-илем кĕртме, инфратытăма аталантарма пулăшса халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси çине те ырă витĕм кỹреççĕ.
Вулакана çакна та аса илтеретпĕр: Федерацин «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн округра «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» программа та пурнăçланать. Елчĕк ялĕнчи Советская урамри аллейăна тирпей-илем кĕртес ĕçĕн (3,1 миллион тенкĕлĕх) иккĕмĕш тапхăрне пуçăннă.

