Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул-йĕре юсаççĕ

Çул-йĕре юсаççĕ

Тикĕс те такăр çул хăрушсăрлăх палли. Хальхи вăхăтра округра «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» — Хăвăлçырма» автомобиль çулне юсас ĕçе (2026 çулта ĕçсен хакĕ 3,4 млн тенкĕпе танлашĕ) пуçăннă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ĕç-хĕл мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе 2Ç220-мĕш çухрăмри 3Ç360-мĕш участока çитсе курнă. Хальхи вăхăтра «Эльбрус» ООО подрядчик ĕçченĕсем çулăн çỹлти сийне фрезапа тасатаççĕ. Çакă пахалăха тата çирĕплĕхе тивĕçтермелли чи пĕлтерĕшлĕ утăм. Проектпа килĕшỹллĕн ĕçсем 2027 çулта малалла тăсăлĕç.

Çул-йĕр ĕçĕсен программине йĕркелес ĕçе «Хăрушлăхсăр çулсем» парти проекчĕ пысăк тỹпе хывать. Сăмах май, вырăнти пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмĕшле усă куракан автомобиль çулĕсене тĕпрен юсама тата хута яма кăçал 41,2 миллион тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code