
Майăн 17-мĕшĕнче Курнавăш чиркĕвĕнче Канаш епархийĕн пуçлăхĕ, Канаш тата Беловолжски епископĕ Преосвященнейший Стефан пулнă. Елчĕк округĕнче пурăнакансемшĕн çак кун чăннипех те çутă та пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă. Стефан владыка вырăнти чиркỹсен пачăшкисемпе пĕрлехи служба ирттернĕ май чиркĕве пухăннисене пурне те пилленĕ.

