Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Агрослетра — çамрăксем

Агрослетра — çамрăксем

Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану вырăнĕнче йĕркеленĕ «Ялта чи лайăххисем» çамрăксен слетне 1500 çын хутшăннă. Пиллĕкмĕш çул иртекен пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти вĕрентекенсене, тухтăрсене, ял хуçалăх ĕçченĕсене, культурăпа спорт представителĕсене тата студентсене пĕрлештернĕ. Форума Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Чи кирли — çак виçĕ кун хушшинче çамрăксем власть органĕсене пурнăç условийĕсене тата та ырă енне улăштарма хистекен 200 ытла тĕрлĕ пуçару сĕнме пултарнă. Вĕсен пысăк пайĕ ял инфратытăмне аталантарассипе тата çамрăк специалистсене пулăшассипе çыхăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Форумăн тĕп пайне хутшăннă май слет пилĕк çул хушшинче хастар та пуçаруллă çамрăксене пĕрлештерекен лапам пулса тăнине палăртнă. Вăл çак хушăра площадкăн инфратытăмĕ кăна мар, республикăра пурнăç пахалăхĕ те самай ырă енне улшăннине каланă.

— Чи пĕлтерĕшли — халăхăн пурнăç çине пăхас туртăмĕ улшăнчĕ. Кашни ялăн тата пĕтĕм республикăн аталанăвĕ пирĕнтен кашнинчен килнине республикăра пурăнакансем тарăнрах туйма пуçларĕç, — палăртнă вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех ял йăла-йĕрке çăлкуçĕ тата хальхи кирек мĕнле йывăрлăха та ăнăçлă çĕнтерме май паракан вăй шутланнине пĕлтернĕ. Регион ертỹçи агропромышленность комплексĕнче тата муниципалитет службинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене наградăсемпе чысланă. Чыс-сума тивĕçнисен шутне «АСК — Яльчики» хуçалăх агрономĕ Дмитрий Трофимов та (сăн ỹкерчĕкре) кĕнĕ.

Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева слета хутшăннисене саламланă май çамрăксем çĕршывăн тĕрекĕ, витĕмлĕ вăйĕ пулнине асăннă. Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов та хутшăннă.

Слетăн ĕçлĕ программи тăватă тематика блокĕнчен йĕркеленнĕ.

Юбилейлă слета пирĕн округ делегацийĕ те пысăк хавхаланупа хутшăннă. Елчĕк командишĕн çакă уяв кăна мар, пултарулăха кăтартма май паракан мероприяти те пулса тăнă. Округ команди спорт ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрнă: кĕрешỹ енĕпе иртнĕ турнирта 3-мĕш, канат туртассипе — 2-мĕш, кире пуканĕн спортĕнче 1-мĕш вырăна йышăнни — пысăк çитĕнỹ. Палăртма кăмăллă, «Кĕрешỹ» ятпа йĕркеленнĕ харпăр ăмăртура Станислав Никифоров (Кивĕ Эйпеç) 90 кг çитичченхи виçе категорийĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Иван Столбов (Таяпа Энтри) 100 кг çитичченхи кĕрешỹçĕсен хушшинче пăхăр медале çĕнсе илнĕ, Денис Иванов (Елчĕк) 81 кг çитичченхи виçере командăн пухмачне паха очкопа пуянлатнă. Кире пуканĕ йăтакансем те маххă паман. Арина Горшковăна (Патреккел), Александр Павлова (Кавал), Дмитрий Енедерова (Тăрăм) тата Анатолий Узюкина (Таяпа Энтри) пĕрлештерекен команда 1-мĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех Елчĕксем ятарлă конкурса хутшăнса хатĕрленĕ «Пирĕн кил-çурт» куравра 1-мĕш вырăна çĕнсе илни те кăмăла çĕклет. Жюри членĕсем Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Наталья Филиппова тата Ачасен пултарулăх çурчĕн преподавателĕ Татьяна Прокопьева, вĕсен воспитанникĕсем хатĕрленĕ ал ĕçĕсене те чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Пултарулăх конкурсĕнче те эпир — пĕрремĕшсем. Хаклавçăсем Елчĕксен талантне мала хунă. Форумра округ администрацийĕн ĕçченĕсем те пуçарулăхпа палăрнă.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code