Цифровизаци пурнăçăн тĕрлĕ тытăмне çирĕп кĕрсе пырать.
Сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче те аван палăрать çакă. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра «врач-врач» форматпа 18916 телемедицина консультацийĕ йĕркеленĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 7,1 процент ỹснĕ. Çавăн пекех «тухтăр-пациент» меслетпе — 382 (2 хут ытларах). Телекурнăçу тапхăрĕнче çийĕнчех тивĕçлĕ информаци илме тата йышăну тума меллĕ.

