«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1067 гектар çине акса хăварнă. Ăшша юратакан культурăна — кукурузăна çеç çĕре варăнтармалли юлнă. Çак ĕçе те вăраха ярасшăн мар хуçалăхра.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине икĕ агрегатпа йĕркеленĕ. Пĕрне Дмитрий Козлов, тепĕрне Олег Марков ертсе пынă. Кашнин йышĕнче вăрлăхпа, минераллă удобренипе тивĕçтерекен, çĕр хатĕрлекен агрегатсем пулнă. Хуçалăх ертỹçи Дмитрий Григорьев каланă тăрăх, кăçал акара алă вĕççĕн пурнăçлакан ĕçсем пачах пулман. «Амазония» ака комплексĕпе пуçласа усă курнăран пĕтĕм ĕçе механизацилеме май панă. Кунсăр пуçне минераллă удобренисемпе пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах усă курнă, çурхи культурăсен элита тата суперэлита вăрлăхĕсене кỹрсе килсе акнă. Александр Александров агроном шучĕпе çаксем тухăçа самай ỹстерме пулăшмалла.
Сăн ỹкерчĕкре сулахайран сылтăмалла: Александр Александров агроном, Алексей Воронов, Венедикт Львов, Федор Васильев, Виталий Галкин акаçăсем, кооператив председателĕ Дмитрий Григорьев тата Дмитрий Козлов ĕçчен «Амазония» ака комплексне минераллă удобрени тиеççĕ.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

