Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тимлĕ пулар

Майăн 17-31-мĕшĕсенче пĕтĕм тĕнчипе СПИД чирĕпе вилнисене асăнмалли куна паллă тăваççĕ. Çакна халалласа Раççейре «Стоп ВИЧỸСПИД» акци те иртет. Çак тапхăрта çынсем ВИЧпа пурăнакансене пулăшу пама, çак чиртен вилнисене асăнма, кашниех хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрнин, профилактикăн пĕлтерĕшне палăртма пĕрлешеççĕ. СПИД вăл медицина ыйтăвĕ анчах мар, социаллă чĕнỹ те. Кашни çын эпидемипе кĕрешес ĕçе хăйĕн тỹпине хывма пултарать: тĕрĕслев витĕр тухма, вирус мĕнле майпа ерни çинчен ытларах пĕлме, инкекри çынна пулăшу аллине тăсма. Пурнăçран уйрăлнисене асра тытни вара сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине, ăна упрамаллине тепĕр хутчен аса илтерет.

Иртнĕ çул Елчĕк округĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 1 çынна тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра пурĕ ВИЧ-инфекциллĕ 30 çын шутра тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ВИЧ-инфекци тĕрĕслевĕ витĕр 1862 çын тухнă. Вĕсенчен пĕри чирлĕ. Диспансеризацире ятарлă ушкăна кĕрекен 906 çынна тĕрĕсленĕ.

Кашни çыннăнах хăйĕн ВИЧ-статусне пĕлмелле, район поликлиникине килсе тĕрĕсленмелле.

Л.ФОМКИНА,
профилактика кабинечĕн медицина сестри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code