Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ăнăçу сунатпăр!

Ăнăçу сунатпăр!

«Манăн фельдшерпа акушер пункчĕ — чи лайăххи!» конкурс кăçал иккĕмĕш хут иртет. Конкурс «ФАП — сывлăх туртăмĕн центрĕ» проектăн черетлĕ тапхăрĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе пурнăçлакан проекта фельдшерсен халăх хушшинчи ĕçне тĕпрен улăштарма тата ял тăрăхĕнче медицина пулăшăвĕн тухăçлăхне тата пахалăхне ỹстерме, çавăн пекех ялти сывлăх сыхлавĕн ĕçне пулăшма, çĕнĕ кадрсене явăçтарма, ял халăхĕ пуçламăш звенори тухтăрсене шанассине çирĕплетме хатĕрленĕ. Унта 3 çул тата ытларах стаж пухнă медицина ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ. Кăçал асăннă конкурс «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Сывă малашлăх» проекчĕ пулăшнипе иртет. Финалистсен хушшинче, палăртма кăмăллă, пирĕн ентеш Валентина Головина та пур. Валентина Петровна Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ. Сывлăха сыхлас ĕç биографине Канашри медицина училищине 1985 çулта «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа вĕçлесен тăван ялĕнчи ФАПра медицина сестри пулса ĕçленинчен (2003 çултанпа заведующи) пуçланă. Халĕ унăн ĕç стажĕ — 40 çул ытла. 2025 çулхи май уйăхĕнчен вăл Тăрăмри ФАПра та пациентсен сывлăхĕшĕн тимлет. Сывлăх хуралĕнче те, обществăлла ĕçре те хастар, ырă чунлă, пĕр тăхтаса тăмасăр пулăшу пама васкакан, хăй ĕçĕнче чăн ăста, тимлĕ те пысăк опытлă фельдшер нумай çулхи пархатарлă ĕçĕшĕн чылай Тав хучĕпе дипломсене тивĕçнĕ. 2018 çулта Елчĕк районĕн тĕп больницин «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» номаницийĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă. 2022 çулта Кĕçĕн Таяпари ФАП республикăра «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» номинацире çĕнтернĕ. Халăх шанăçне тỹрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшать вăл. Çамрăк специалистсемшĕн — чăн-чăн наставник. Ял çыннисем пĕлеççĕ: Валентина Петровнăран ĕç вăхăтĕнче анчах мар, кирек хăçан та пулăшу ыйтма пулать. Пĕлтĕр çулла вăйлă шалкăм çумăр çуса тăнă вăхăтра кỹршĕ ялти пĕр ватă патне чĕннĕ ăна, транспортпа çитеймессе пĕлсе çуранах чупнă фельдшер, вăхăтра çитсе пулăшу панă, пурнăçне çăлса хăварнă. Кун пек тĕслĕхсем вара ун нумай çулхи ĕç-хĕлĕнче — çĕршер.

Умра халĕ В.Головинан — яваплă тапхăр. Ăнăçу сире финалта, Валентина Петровна!

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code