Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетнĕ, çаксем мала тухнине палăртнă:
Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна уй-хир ĕçĕсене 2972 гектар çинче пурнăçланă «Яманчурино» сахал яваплă общество йышăннă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Иккĕмĕш вырăна «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ (2705 гектар чухлĕ ĕç калăпăшĕ пурнăçланă) тухнă. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Виççĕмĕш вырăнта — 4269 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă акционерсен «Прогресс» обществи. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Ака отрячĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна 1869 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ тухнă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Иккĕмĕш вырăнта — 1214 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Виççĕмĕш вырăнта — 945 гектар ĕç калапăшĕ пурнăçланă «Урожай» сахал яваплă общество. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинчи ăмăртура Елена Витальевна ЦВЕТКОВА хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Пропашнăй культурăсене туса илессинчи ăмăртура «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество çĕнтернĕ. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ирттерме ял хуçалăх техникине лайăх пахалăхпа хатĕрленĕшĕн «Клевер» сахал яваплă обществăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.

