Кĕçĕн Таяпари хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Борис Головин — округри çăмăл атлетсен тата йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсен нумай хут çĕнтерỹçи.
Вăл уйрăммăн тата çемье командипе тупăшса республикăри ялти спорт вăййисенче механизаторсен ăмăртăвĕнче тăтăшах малтисен йышне кĕрет. Нумаях пулмасть Борис Петрович «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурсăн регионти тапхăрĕн пĕртен-пĕр «Ял хуçалăх облаçĕнчи механизацин лайăх специалисчĕ» номинацийĕнче 3-мĕш вырăна тухса дипломпа хаклă парнене тивĕçнĕ (сăн ỹкерчĕкре).
Конкурсантсен тупăшăвăн теори пайĕнче пĕр сехет хушшинче 50 ыйту çине хуравлама тивнĕ. Практика пайĕ те çăмăл килмен: двигателĕн метрологи виçевне йĕркелесси, узелсене тĕрĕс йĕркепе пуçтарасси, топливо тытăмĕнчи çĕмрĕлĕве тупса палăртасси, форсункăна юсасси…

