Чăваш Енре «Аслисем — ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланчĕ. Вăл «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕн тăсăмĕ. Ăна ЧР Вĕрентỹ министерстви, Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ тата Раççей ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕ пĕрле йĕркелеççĕ. Вăл ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче Елчĕксем акцие хастар хутшăнса ыр кăмăллăх пухмачне хăйсен тỹпине хывнă.

