Чăваш Енре кăçал пилĕк е ытларах ача ỹстерекен 134 çемье тата 457 тăлăх ача пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ.
Юлашки пилĕк çулта ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă 1,8 пин ачана хваттерпе тивĕçтернĕ. Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес вăхăт 9-тан 5 çула çити чакнă, нумай ачаллисен — 7-рен 3 çул таран.

