Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчи 103-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Сергей Зинонович ШЕПИНОВ механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл «Ака чемпионĕ-2026» ята тивĕçнĕ.

