Июнĕн 9-мĕшĕ Елчĕксемшĕн пысăк пулăмпа палăрса юлчĕ — «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçулăн Элекçей Тимеш ялĕнчен пуçласа Тутарстан чикки таран çитерекен сыпăкне уçрĕç. Участок тăршшĕ — 3,8 çухрăм, проект хакĕ 45,8 миллион тенкĕпе танлашать.
Çул-йĕре уçассипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, çавăн пекех ытти хисеплĕ хăнасем, Элекçей Тимеш тата Вăрăмхăва ялĕсен халăхĕ хутшăнчĕç.
Леонард Левый сăмахне тав тунинчен пуçларĕ.
— Елчĕк округĕшĕн паян, чăн та, пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçулăн участокне уçма май килчĕ. Çакă халăхăн пăшăрханăвне вăхăтра илтме пултарнипе, унăн пурнăç условине лайăхлатас, округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ĕçре тĕрлĕ шайри ертỹлĕхпе депутатсем пĕр-пĕринпе килĕшỹре, пĕр командăра ĕçленипе çыхăннă. Чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, çавăн пекех ЧР Правительствине, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне — «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарьне Сергей Артамонова, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Максим Петрова, депутатсене (уйрăмах хамăр ентеше, çак ĕçĕн пуçаруçине — ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Олег Попова) хам ятран тата округ халăхĕ ячĕпе пысăк тав сăмахĕ калатăп. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен юлашки 3 çул хушшинче маларах асăннă автоçулăн Канаш енчен Елчĕке илсе çитерекен çул-йĕре тĕпрен юсама вăй çитертĕмĕр. Курнавăш енне каякан автоçул та кĕске хушăра çĕнелчĕ. Халĕ акă чылай çул пăшăрхантарнă Елчĕкпе Пăва хулине çыхăнтаракан автоçулăн Элекçей Тимеш ялĕпе Тутарстан чиккине çитичченхи сыпăкне çĕнетрĕмĕр. Çул-йĕр яка, чи кирли — хăрушлăхсăр пултăр. «Çул-йĕр фончĕ» программăпа кăçал 6 проекта ĕçе кĕртме палăртатпăр, — терĕ Леонард Васильевич.
Ертỹлĕхе итленĕ хыççăн ялсенче пурăнакансем хăйсен савăнăçне, кăмăлне пĕлтерчĕç, çĕнĕ çул вĕсен кулленхи пурнăçне самай лайăхлатнине палăртрĕç.
Çак кунах округ администрацийĕн ларусен залĕнче ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров тата Юрий Попов депутат активпа тĕл пулса «Единая Россия» партин 2020-2025 çулсенчи «Хăрушлăхсăр çулсем» проектне пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2026 çулхи плансем тавра калаçрĕç. Çавăн пекех ертỹлĕх граждансенчен округа аталантарас енĕпе хута янă Халăх программи валли сĕнỹсем йышăнчĕ.
Елена ПЕТРОВА.

