Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк енĕм пуриншĕн хаклă, кашнинех вăл кĕтет тараватлăн» 

«Елчĕк енĕм пуриншĕн хаклă, кашнинех вăл кĕтет тараватлăн» 

Ĕçченсене чыслани — чи хаваслă самант

Елчĕк округĕнче Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй кăçалхипе 68-мĕш хут иртрĕ. Ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Çавна май «Ырсамай» парка илемлетнинче, тематика номерĕсенче тата этнографи палаткисенче… — уявăн кашни самантĕнче пĕрлĕхпе туслăх тĕп тема пулса тăчĕ. Уяв кунĕнче каçченех хĕвеллĕ те савăк çанталăк тăни халăха чĕререн савăнма май пачĕ.

Мероприяти музыкăпа ташă композицийĕнчен пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ çĕр ĕçченĕсен «Алран кайми аки-сухи» Гимнне янраттарнă май йăлана кĕнĕ йĕркепе ака чемпионĕ, культурăн чи лайăх ĕçченĕ тата çулталăкри чи лайăх спортсмен Акатуй ялавне çĕклерĕç. 2026 çулта çак сумлă тивĕçе Сергей Шепинов, Ольга Архипова тата Павел Яшин пурнăçларĕç. Ырă ята вĕсем пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.

Елчĕк халăхне тата килнĕ хăнасене Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕн регионти координаторĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова, Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, кỹршĕллĕ муниципалитетсен пуçлăхĕсем тата ытти официаллă çынсем саламларĕç. Алевтина Николаевна Елчĕксем патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ăшă саламне çитерчĕ, ентешĕсене малашне те çитĕнỹсем тума сунчĕ. «Единая Россия» партин халăх программине йĕркелес ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каланă май Алевтина Федорова чи тăрăшуллисене наградăсемпе сумларĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçченĕсене, АПК ветеранĕсене пурне те çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă ятпа тав турĕ.

— Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, килнĕ хăнасем! Сире пурне те паянхи уявпа саламлатăп. Савăнма сăлтавĕ те пысăк — мĕн авалтан пыракан ырă йăлапа çурхи ĕçсем вĕçленсен халăх Акатуй уявне пуçтарăнать. Ырă кăтартусем агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхне палăртнипе пĕрлех профессие чунтан парăннине те çирĕплетеççĕ, — терĕ Леонард Васильевич. — Ентешсене тăван çĕре, тăван тăрăха юратнăшăн, округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пысăк тỹпе хывнăшăн тав тăватăп. Малашне те пĕрле пулар, округ аталанăвĕшĕн пĕрлĕхре ĕçлер.

Ертỹлĕх аллинчен наградăсем илекенсен шучĕ пысăк пулчĕ. Çакă ĕç çыннине çỹллĕ шая хунине, унăн тăрăшулăхне уянине кăтартать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне Валерий Сергеев («Рассвет» ЯХПК тракторист-машинисчĕ), Сергей Шепинов (Ленин ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕ), Наталия Чернова (ЧР Суйлав комиссийĕн информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн консультанчĕ), Любовь Александровăпа Вера Николаева (округри вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) канашĕн членĕсем) илчĕç. Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассине витĕмлĕ тỹпе хывнăшăн Алексей Мартышкина (Курнавăш территори пайĕн пуçлăхĕ) «Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ» пĕрлĕхĕн, Лариса Васильевăна (Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ) Пĕтĕм Раççейри «Раççей хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» организацин Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов халăха «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн Сергей Артамоновăн ячĕпе тата хăйсен ятĕнчен саламланă май Владислав Айметова («Комбайн» ЯХПК трактористне), Алексей Захарова («Эмметево» ООО механизаторне), Алиса Купташкинăна («Сатурн» ЯХПКн экономист-бухгалтерне), Светлана Чермаковăна («Победа» ООО рабочине), Ольга Архиповăна (Елчĕкри искусство шкулĕн преподавательне) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Ольга Тихоновăна (Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникне), Анна Симаковăна (Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн специалистне), Елена Петровăна тата Нина Леваяна («Единая Россия» партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсене) «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн Сергей Артамоновăн Тав çырăвне парса чысларĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова Андрей Макушев министр тата хăй ячĕпе саламланă май агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Петр Андреева («Комбайн» ЯХПК бригадирне), Ольга Трофимовăна («Слава картофелю-Яльчики» агрофирма» ООО бригадирне) Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Ирина Тимофеевăна («Рассвет» ЯХПК экономистне), асăннă министерствăн Тавне Николай Васильева («Сатурн» ЯХПК машина паркĕн заведующине), Милауша Гафиятуллинăна («Победа» ООО дояркине), Сергей Горячкина («Слава картофелю-Яльчики» агрофирма ООО генеральнăй директорĕн хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен заместительне), Вячеслав Клементьевпа Алексей Ложкова («Энтепе» ООО механизаторĕсене), Надежда Ленцовăна («Труд» ЯХПКри ĕнесене машинăпа сăвакан оператора), Александр Матвеева («Яманчурино» ООО тракторист-машинистне), Владимир Мясникова («Сатурн» ЯХПК агрономне), Андрей Немцева («Прогресс» АО водительне) Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Галина Вороновăна («Труд» ЯХПКн склад заведующине), Елена Ивановăна («Прогресс» АОн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенне), Виталий Шакина (Ленин ячĕллĕ ЯХПКн механизаторне) Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Тавне парса сумларĕç.

Уявăн савăнăçлă пайĕнче çавăн пекех экономикăн тĕрлĕ сферинче малта пыракансене, общество пурнăçĕн хастарĕсене, ака çĕнтерỹçисене, професси енĕпе палăрнă чи лайăх ĕçченсене, малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, çĕрпе тухăçлă усă курнă хуçалăхсене чысларĕç (ĕçченсен хушамачĕсем тата хуçалăхсен ячĕсем «Елчĕк ен» хаçатăн иртнĕ номерĕнчи 1-2-мĕш страницисенче туллин пичетленнĕ).

Салам сăмахĕсем çумне Канаш тата Комсомольски округĕсен пуçлăхĕсем Валерий Черновпа Николай Раськин, «Елчĕк ентешлĕхĕн» ертỹçи Юрий Карпов тата Пĕтĕм Раççейри çар ветеранĕсен «Доблесть» общество организацийĕн ертỹçи Владимир Яковлев тата ытти официаллă хăнасем хутшăнчĕç.

Тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе паллаштарчĕç

Чăваш тата ытти халăхăн культурине, ырă йăла-йĕркине сăнарлакан хаваслă юрă-кĕвĕ, ташă, вăйăсем халăха кăмăллăн канма пулăшрĕç. Вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пулăшнипе округри территори пайĕсем чылай çул ĕнтĕ уява хутшăнакансене ăшăлăхпа тата хăтлăлăхпа туртакан кил-çуртсене йыхравласа сăйлаççĕ. Ака пăтти те пуриншĕн те çитет çак кун. Сĕтел тулли йăтăнса ларакан тĕрлĕ халăхăн наци апат-çимĕçĕ — йăлтах Елчĕк халăхĕпе хăнасемшĕн.

Уявра тĕрлĕ кану площадки ĕçлерĕ. Ачасемпе аслисене халăх, спорт вăййисем йыхравларĕç. Алă ĕçĕн куравĕсем илеме, аваллăха юратакансене тата хаклакансене хăйсен енне туртрĕç. Тăм шăхличĕ, ача-пăча теттисене сутакансем, шашлăк пĕçерекен вырăнсем ярмăрккă илемĕ пулчĕç, вĕсен умĕнчен çын татăлмарĕ. Тĕрлĕ таварпа, ĕçме-çимепе сутă тăвакан лавккасен шучĕ те пысăк пулчĕ. Ача-пăча батутсемпе аттракционсенчен, вĕсем валли хатĕрленĕ ятарлă лаптăксенчен хăпмарĕ çак кун. Туслăхпа пĕрлĕхе мала хурса территори пайĕсем хăна пỹрчĕсене кăçал тĕрлĕ халăхăн кил-çуртне çавăрнă, хуçисен тумĕсем те тĕрлĕ наци халăхĕн. Чылайăшĕ хăйсене уйăрса панă халăхăн (чăваш, тутар, вырăс, таджик…) йăли-йĕрки пирки тĕплĕн каласа кăтартма та ỹркенмерĕ.

Уявра тĕп библиотека, территори пайĕсем, шкулсем хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Çулсеренех çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтереççĕ вĕсем, кунта аваллăхри хатĕрсене, хальхи маçтăрсен ĕçĕсене курма пулчĕ. СВО теми те тĕп вырăнта пулчĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем хатĕрленĕ пултарулăх ăстисен палаткисен умĕнчен те çын татăлмарĕ. Элекçей Тимешре пурăнакан Борис Пятаков ăстаçăн «Пурнăç йывăççи, эреш искусстви» куравĕ йывăçран ăсталанă хатĕрпе пуян пулчĕ. Борис Михайлович ку ĕçпе чылай çул аппаланать ĕнтĕ. Маçтăр аллинче ахаль йывăç-хăма капăрлăха, куллен кирлĕ хатĕре çаврăнать. Лаш Таяпа территори пайĕн палатки умĕнче Михаил Шолохов хайлавĕ тăрăх ỹкернĕ «Тихий Дон» кинофильмăн саманчĕсем куç умне тухса тăчĕç. Округра пурăнакансемпе хăнасем Петр Теренин художникăн пултарулăхĕпе кăсăкланса паллашрĕç. Аслă Таяпа территори пайĕ «Тĕрĕ — чăваш халăхĕн наци мăнаçлăхĕ» куравпа (Елена Сапожникова ĕçĕсем) тыткăнларĕ. Тĕрлеме вĕрентес енĕпе ăсталăх класĕ ĕçлерĕ кунта. Аслă Елчĕксем алмаз мозаика стилĕпе ỹкернĕ картинăсемпе тĕлĕнтерчĕç. Анжелика Никитина чечексене кăмăллани куç тĕлне пулчĕ. Çирĕклĕ Шăхальсем (Вера Смирнова) сурпан тĕррисене çĕнетес, хушпу, тухья тата масмак тăвас енĕпе тăрăшаççĕ. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ пукане ăсталассине (Маргарита Галкина), Курнавăшсем — асаннен арчинчи тупрасене çĕнетессине (Раиса Горшкова), Тăрăмсем хĕрарăмăн пуçне тăхăнмалли чăваш капăрлăхĕсене тăвассине (Елена Капитонова), Аслă Пăла Тимешсем тĕрлĕ халăхăн тумне кăтартса парассине мала хучĕç. Вулавăш площадки те кĕçĕннисемпе аслисене хăй патне туртрĕ. Тĕрлĕ вăйă-ăмăртăва сăнама интереслĕ пулчĕ.

Акатуя халăх пысăк хавхаланупа, савăнăçпа хутшăнчĕ. Туллин савăнма условисем çителĕклĕ пулчĕç. Уява йĕркелекен оргкомитет членĕсем яваплăха çирĕп туйни куç умĕнче. Акатуй хăйĕн пĕлтерĕшĕпе чăн-чĕн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пулнипе тыткăнларĕ. Уяв умĕн «Ырсамай» культурăпа кану паркне тирпейлесе илемлетни чун-чĕрене çĕклерĕ.

Тунтикунхи канашлура округ пуçлăхĕ Леонард Левый уява тивĕçлĕ йĕркелесе ирттерме хутшăннă кашни çынна, предприяти-организаци представителĕсене, вĕрентỹпе культура ĕçченĕсене тата воспитанникĕсене, уйрăм службăсен (медицина, пушар хуралĕ, шалти ĕçсен органĕ тата ытти те) работникĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Тивĕçлисене ертỹçĕ Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Тыткăнларĕ юрă-ташă

Вăл кун «Ырсамай» культурăпа кану паркĕ 16 сехетчен халăха юрă-ташă ытамĕнче тытрĕ. Тĕрлĕ наци тумĕллĕ сцена ăстисем пĕрин хыççăн тепри паллаштарчĕç хăйсен пултарулăхĕпе. Çĕнĕ Пăвари «Илем», Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕсем, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил», Кивĕ Эйпеçĕнчи «Хĕлхем», Лаш Таяпари «Сударушки», Патреккелĕнчи «Хамăрьял» ансамбльсем яланхиллех сцена ăсталăхĕн çỹлти картлашки çинче тăчĕç. «Шурчул» (Яманчỹрел), «Пăла таппи» (Аслă Пăла Тимеш), «Шуçăм» (Шăмалак), «Хавас» (Çирĕклĕ Шăхаль) тата ытти йышлă коллективсен те тĕрлĕ жанрлă, тĕрлĕ шухăшлă юррисем кашни куракана килĕшрĕç пулĕ: хаклав палли — тăвăллăн алă çупнинче. Паллах, уяв программинче «пĕрлĕх», «туслăх» сăмахсемпе çыхăннă хайлавсем те сахал мар янăрарĕç. Пирваях çакă пĕрлештернĕ хор Антонина Григорьевăпа Иван Шурбинăн «Малалла та малалла» юррине шăрантарнинчен «старт» илчĕ:

…Чăваш, вырăс та тутар, —
Пĕрлĕхре пирĕн вăй-хал.
Тăнăçлăхшăн кар тăрар,
Ман çĕршывăм вăйлă халь…

Çĕр ĕçченĕн уявне илем кỹме тĕрлĕ округран хутшăнчĕç пултарулăх коллективĕсем. Комсомольски тăрăхĕнчи Урмаелти Фарит Гибатдинов ячĕллĕ «Мишар» юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем сцена çинче хăйсене ирĕклĕн тытниех вĕсен пуян опычĕ çинчен калать. Уйрăммăн та сахал мар юрă кăларчĕç вĕсем халăх умне.

Муркашсем те Акатуй илемĕ пулчĕç. «Кăмăл» халăх вокал ансамблĕ тури чăвашсен юрри-ташшипе паллаштарнă май, хăш-пĕр куракан чăтса тăраймарĕ — ташша ячĕ.

Пирĕн округри пултарулăх ушкăнĕсем кашни çулах Ульяновск хулинче тата облаçĕнче иртекен Акатуйсене хутшăнаççĕ. Хальхинче кỹршĕсем Елчĕксен йыхравне хапăл тунă. Сцена çине пилĕк пике — «Мерчен» халăх вокал ансамблĕ тухсан халăх пушшех хавхалануллăн çиçме пуçларĕ. Солисткăсен хăйне евĕрлĕ чăваш тĕрриллĕ тумĕсем, илĕртỹллĕ хусканăвĕсем ытларах та килĕшрĕç-тĕр. Хула хĕрĕсен нимĕнле акцент та палăрмасть. Çак тата ытти уйрăмлăха мала хураканĕ — Мария Ямщикова педагог. Ансамбль членĕсем чăннипех пултаруллă. Вĕсен йышĕнче — «Раççей чăваш пики-2023», «Раççей чăваш пики-2024» конкурссен çĕнтерỹçисем. Ушкăн икĕ хутчен Чăваш наци конгресĕ ирттерекен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн лауреачĕ. Тутарстан, Пушкăртстан, Оренбург регионĕсенче те палăрнă «Мерченсем» çинчен мĕншĕн ытларах йĕрке уйăртăмăр-ха? Пирĕн патăмăртаччĕ çамрăксен çакнашкал ансамблĕ.

Концерт программи пысăк коллективсемпе, дуэтсемпе, уйрăм юрăçсемпе черетленсе пычĕ. Шупашкар хулинче тĕпленнĕ ентешсем те çулсеренхи ырă йăлана пăрахăçламан — юрă хыççăн юрă «юхтарчĕç» вĕсем Таябинка тăрăх: Лариса Пасхина, Надина, Виктор Горелов, Евдокия, Лариса Шаурбина… Кунтисем те асăннă юхан шыври пулă пекех туйрĕç хăйсене. Диана Егоровăпа Николай Тихонов (Тăрăм), Олег Александров (Анатри Тимеш), Татьяна Крылова (Патреккел), Максим Изратов (Кавал), Марина Кульмакова (Аслă Таяпа), Петр Макаров (Çĕнĕ Арланкасси), Антонина Павлова (Шуршу), Ирина Суркова (Хăвăлçырма), Дамир Валиевпа Зевдет Салахутдинов (Сăрьел), Галина Андреева (Вăрăмхăва)… профессиллĕ сцена ăстисенчен мĕнрен кая?

Округри кирек мĕнле мероприяти те ачасен искусство шкулĕнчи ташăçăсемсĕр тулли мар пулнă пулĕччĕ. Светлана Карамаликова ертсе пыракан ушкăнсем — «Вдохновение» тĕслĕхлĕ коллектив тата Елчĕк шкулĕнчи кадетсем 8-9 ташă композицийĕ кăтартрĕç. Вырăс, чăваш, тутар ташшисене питĕ витĕмлĕ калăпланă ачасем пирки хăнасен ыйту та çуралнă: «Кусене ăçтан чĕнсе илнĕ?» Ĕçе чуна парса пурнăçласан, ав, çимĕçĕ те ăнса пулать.

Çавăн пекех уяв программине ертсе пынă Ольга Архипова, Юрий Петухов, Кирилл Петров, Сергей Баранов сасă операторĕ, хатĕрленỹ ĕçне хутшăннă округри кашни культура ĕçченĕ тав сăмахне тивĕç.

Ай, чупар-и, ай, йăтар-и?

Акатуйăн спорт программи йăлана кĕнĕ тăрăх эрнекун волейбол турнирĕсемпе уçăлчĕ. Хĕрарăмсем Елчĕк шкулĕ умĕнчи площадкăра тупăшрĕç. Кăçал вĕсем пилĕк команда тăратма пултарни питĕ аван. Турнира Лаш Таяпасем (тренерĕ — Вадим Иванов) пуçласа хутшăнни уйрăмах паха. Хальлĕхе вĕсем пьедестал çине хăпараймарĕç пулин те, малашлăха шанчăкпа пăхма сăлтав çук мар. Чи вăйлисем вара кунта — Олег Осипов ертсе пыракан «Улăп» ФОКа спорт секцине çỹрекен шкул ачисем. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Курнавăшпа Елчĕк территори пайĕсен командисем йышăнчĕç.

Пĕр вăхăтрах юнашарти спорт керменĕнче арçынсем вăй виçнĕ. Анчах 3 команда кăна. Мĕн ку? Ерçейменлĕх, хавшаклăх, алă сулни? Турнирта шкул ачисемпе студентсем те выляма пултарнине шута илсен командăсем тăратма тăрăшман территори пайĕсен администрацийĕсене çакă чыс кỹмест паллах. Тĕл пулура юлашки çулсенче çĕкленсе пыракан «Тип Тимеш» команда çĕнтернĕ. Вăл кăçалхи округ чемпионне — Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн командине парăнтарнă. Аслă Елчĕксем — 3-мĕш.

Тĕп уяв кунĕ вара спорт мероприятийĕсем çăмăл атлетсен хутăш эстафетинчен (4х200 м) пуçланнă. Вĕренỹ учрежденийĕсен командисем хушшинче финиша Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул спортсменĕсем çитнĕ. Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем — призерсем. Территори пайĕсен ушкăнĕнче командăсем ăмăрту протоколне çак йĕркепе çырăннă: Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль.

Йывăр атлетика ăмăртăвĕ пыракан лапамра та кичем пулмарĕ халăха, мĕншĕн тесен 4 виçе категорийĕнче тата «абсолюткăра» тупăшу çивĕч иртрĕ. Хăйсен виçисенче унта Иван Евдокимов, Андрей Вишнев (Елчĕк), Даниил Немцев (Ĕнел), Александр Плотников (Патреккел), Раççей спорт мастерĕ Артемий Перцев (Питтĕпел) çĕнтерсе укçан призсене тивĕçрĕç. Даниила унсăр пуçне тренерĕ Александр Портнов та уйрăм нухратпа хавхалантарчĕ.

Кире пуканĕ йăтассинче арçынсем маларах калаçса татăлнă тейĕн. 75 килограма çитичченхи виçере Курнавăш территори пайĕн (Леонид Цветков, Тарас Пупин, Егор Смирнов), унтан йывăртарах виçеллисенчен Çирĕклĕ Шăхаль тăрăхĕнчи (Андрей Иванов, Артем Шкапов, Артемий Краснов) çамрăксем кĕчĕç малтисен ретне. Хĕрсем абсолютлă виçе категорийĕнче ăмăртрĕç. Кунта Кавал ялĕнчи София Соловьевăна çитекен пулмарĕ. Тетĕшне, тĕнче класлă спорт мастерне Сергей Соловьева пăхсан, малашлăхра пысăк çитĕнỹсем, тен, нумай кĕттермĕç те. Кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ эстафетăра Çирĕклĕ Шăхаль команди çĕнтерчĕ, Курнавăшсен икĕ команди те — призерсен йышĕнче.

Армрестлингра те хĕрарăмсем виçе категорине палăртмасăр вăй виçрĕç. Тупăшу протоколĕ 3-4 çул ĕнтĕ хăнăхнă йĕркепе çырăнать: Раççей спорт мастерĕ Елена Портнова, Анна Симакова, Ольга Ярославлева. Пĕр тăвансем — пурте Кĕçĕн Таяпаран.

Арçынсенчен Тĕмерти Никита Солинпа Кỹлпуçри Павел Яшин палăрчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Сакăр виçе категорийĕ. Çĕнтерỹçĕсем: Богдан Горшков (Патреккел), Богдан Сметанин (Лаш Таяпа), Иван Алексеев (Тăрăм), Илья Федоров (Элпуç), Егор Тарасов, Богдан Казначеев (Аслă Елчĕк), Дмитрий Бакин (Кушкă), Богдан Ершов (Елчĕк). Чĕрĕ така хуçи кăçал та Даниил Ефимов (Тăрăм).

«Кĕрешỹ» наци спортĕнче вара тĕп приза Таяпа Энтри ялĕнчи самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Иван Столбов çĕнсе илчĕ. 18 çула çитичченхи атлетсенчен малти вырăнсенче Тимофей Антоновпа (Элекçей Тимеш) Аслă Елчĕкри Богдан Казначеев.

Акатуй илемĕ — рысаксен чупăвĕнче. Нумайăшĕ вĕсене курассишĕнех килет. Участниксен йышĕ те сумлă — 15. Кашниех вĕсем хăйсен янаварĕсемпе финала тухассишĕн, унта лекейменнисем йăпану призĕшĕн кĕрешнĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕнче Александр Максимов «Идарго» утпа (хуçи — Олег Синицын, Аслă Таяпа) мала тухнă. Тĕп чупура Шупашкар хулинчи Николай Пыркин «Маршак ВП» урхамахпа финиша 1-мĕш çитсе ипподром рекордне çĕнетнĕ: 2.07.6 минут. Çапла майпа вăл округ пуçлăхĕн призне — тихана («Яманчурино» ООО уйăрнă) тивĕçнĕ. «Труд» ЯХПК парнине, вăкăра, Патăрьелĕнчи Алексей Краснов («Уник» лашапа) вĕçертмен — 2-мĕш. Леонид Кошкин (Шăмăршă) «Амплуа» утпа виççĕмĕш.

Лаша спорчĕ тăватă ураллă чĕр чунсене юратнипе çыхăннă. Элпуçĕнчи Александр Попов уйрăм предприниматель çавсенчен пĕри. Тăван ялĕнче çулсерен (ыран та иртет) рысаксен ăмăртăвне йĕркелекенскер, Акатуйра вăл тĕп спонсор тивĕçне пурнăçланă.

Спорт программине вăй-халпа çыхăннă конкурссем те сахал мар кĕртнĕ. Мас-рестлингра, тĕслĕхрен, Андрей Иванов (Çирĕклĕ Шăхаль), тиевлĕ строительство урапипе чупса чи лайăх вăхăт кăтартассипе Леонид Цветков (Курнавăш), покрышкăна палăртнă вырăна маларах çавăрса çитерессипе Евгений Абрамовпа ( Çĕнĕ Пăва) Ирина Федорова (Елчĕк) çĕнтернине вулаканăн пĕлмеллех. Баскетбол мечĕкне икĕ алăпа инçене ывăтассипе Курнавăш ялĕнчи Алексей Смирновпа Тỹскелĕнчи Изабелла Кудряшова мала тухнă.

Турник çинче (ытти çул ун пекки пулнă-ши?) виççĕн 23 хутчен туртăннă. Вĕсем: Вадим Головин (Кĕçĕн Таяпа), Алексей Горшков (Аслă Елчĕк), Дмитрий Трифонов (Елчĕк). Ку тĕлĕшпе ăмăрту йĕрки çапла: шăпа янă тăрăх кам маларах упражненине пурнăçлать — çавă çĕнтернĕ шутланать. Эппин, призерсем çав йĕркепе çырăннă та.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code