Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Династие тăсаканĕ

Династие тăсаканĕ

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи кадр программисем, тĕллевлĕ вĕрентỹ тата «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ Чăваш Енри больницăсенче хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывĕнче медицинăна аталантарма хатĕр, юратса суйласа илнĕ ĕçне чунтан парăннă специалистсене явăçтарма пулăшаççĕ.

Елчĕк районĕн тĕп больницинче тата тепĕр çирĕп медицина династийĕ йĕркеленни савăнтарать. Чылай çул округри çынсен сывлăхĕшĕн Рената Николаевна Шакова, Елчĕкри тĕп больницăн хисеплĕ психиатр-нарколог тухтăрĕ, çамрăк специалистсен наставникĕ тăрăшать. Унăн профессири ăсталăхĕ тата çынсене пулăшас туртăмĕ Наталья хĕрĕшĕн ачаранах тĕп тĕслĕх пулнă. Çак тĕслĕхпе хавхалансах вăл тухтăр профессине суйласа илнĕ. Амăшĕн çулĕпе Наталья Анатольевна Шакова паянхи кун шанчăклăн утать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетне, тĕллевлĕ направленипе ординатура пĕтернĕ хыççăн виççĕмĕш çул ĕнтĕ вăл Елчĕкри тĕп больницăн Аслă Таяпари амбулаторийĕн участокри терапевт тухтăрĕнче вăй хурать. Наталья каланă тăрăх, вăл Шаковсен медицина династине — 400 çул ытла — малалла тăсаканĕ, çакă çамрăк специалиста тата яваплăрах пулма хистет. Унăн тимлĕхĕнче 11 ялти 1800-е яхăн çын тăрать. Çак кĕске вăхăтрах çамрăк тухтăр вырăнти пациентсен юратăвĕпе хисепне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Ял çыннисем Наталья Анатольевнăна пысăк професси ăсталăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, кашнинех уйрăм тимлĕх уйăрнăшăн хаклаççĕ.

Амбулаторире куллен йышăннисĕр пуçне Наталья Шакова округра профилактика медицинине малалла хастар аталантарать. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывлăх патне утăм» анлă регион проекчĕн яланхи пайташĕ тата координаторĕ. Проект шайĕнче пĕрмаях вырăна тухса тĕрĕслевсем, сывă пурнăç йĕрки çинчен уçă лекцисем тата мастер-классем йĕркеленеççĕ. «Сывлăх патне утăм» проект чир-чĕр профилактикин мелне тĕпрен улăштарнине, анлăлатнине пĕлтерет Наталья Шакова. «Чи лайăххи — халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени. Ку чухне эпир çын чирлесе больницăна килессе кĕтместпĕр, медицина пулăшăвне хамăр çынсем патне — çывăха, вĕсен тăван ялĕсене илсе çитеретпĕр. Çакă палăрман хăрушлăха, чир-чĕре вăхăтра тупса чи малтанхи тапхăрсенче сиплеве пуçлама май парать», — палăртать мал ĕмĕтлĕ, сывлăх сыхлавĕн ĕçне чунтан парăннă ĕçчен.

Шаковсен çемйин тĕслĕхĕ чăннипех те ăрусен тăсăмĕ ялсенчи сывлăх сыхлавне тытса тăракан никĕс пулнине çирĕплетет.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code