Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проектсемпе ĕçлессинче васкамалла

Проектсемпе ĕçлессинче васкамалла

Июнĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та уйăхсеренхи Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Палăртнă темăсене активпа сỹтсе явма округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов (сăн ỹкерчĕкре сулахайран иккĕмĕш) хутшăнчĕ.

«Ниме — халăх бюджечĕ» проект

Асăннă ырă проект 2017 çулта старт илнĕ. Вăл ялсенчи тĕп мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ. Граждансем хăйсем пурăнакан территорире мĕн улăштарасшăн е çĕнетесшĕн — пĕтĕмпех вĕсен шухăш-кăмăлĕ. Регион шайĕпе илсен кăçал тĕп ĕçсен туртăмĕ ытларах çакнашкал: пушар хăрушсăрлăхĕ, истори астăвăмне упрасси, культурăпа социаллă сфера, спорт.

2026 çулта округсенче 2574829,35 тенкĕлĕх 1553 проекта ĕçе кĕртмелле. Чи нумаййи — Етĕрнесен (146), Шупашкарсен (134), Вăрнарсен (106), Йĕпреçсен (101). Пирĕн округăн — 51. Ку тĕлĕшпе эпир 14-мĕш вырăна тата 2 округпа пайлатпăр. Сакăр округăн кăна, çав шутра Елчĕкĕн те, проекчĕсем 100 проценчĕпе контрактпа çирĕпленнĕ. Сĕнтĕрвăррисен вăл 84,4 процентпа çеç танлашнă.

Паянхи кун тĕлне республикипе 125 объекта вĕçленĕ пулсан, çав шутра Елчĕк округĕпе — 4. Пĕтĕмпе хальлĕхе 13 проектпа кăна ĕçлеме пуçăннă. «Территори пайĕсен пуçлăхĕсене ку тĕлĕшпе васкама ыйтасшăн, — тишкерỹ вĕçĕнче палăртрĕ Леонард Васильевич. — Документацие те вăхăтлă йĕркелемелле. Ĕçсен процесне сайтсенче тăтăшах çутатни кирлĕ».

Ниме ĕçĕнче тăхтав çук. Июнĕн 15-мĕшĕнче 2027 çулхи проектсем пирки заявкăсем тăратасси пуçланнă. Августăн 15-мĕшĕччен ĕлкĕрмелле.

«Сывлăх патне утăм» проект

Ăна иртнĕ çул регион ертỹçи Олег Николаев пуçарнипе йĕркеленĕ. Республикипе пурĕ 557 тĕл пулу йĕркеленĕ, вĕсенче 69917 çын тĕрĕслев витĕр тухнă, 22836-шĕ хушма диагностика тухма направлени илнĕ, 1570 çыннăн сывлăхшăн уйрăмах хăрушлăхпа çыхăннă чирсене тупса палăртнă.

Проектăн кăçалхи тăсăмĕ пĕлтĕрхинчен чылай уйрăлса тăрать. Республикăри клиникăсенчи чи лайăх специалистсенчен тăракан мобильлĕ бригадăсем кашни эрнере çынсене округсенчи тĕп больницăсенче йышăнĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Улатăрта пуçланă. Невролог, эндокринолог, хирург, отоларинголог, стоматолог, офтальмолог, дерматолог, ультрасасă диагностикин врачĕ патĕнче çитĕннисем кăна мар, ачасем те йышăнура пулнă — 380-н.

Тепĕр уйрăмлăх: кăçал медиксен «Ача-пăча тухтăрĕ» ушкăнĕ ĕçленипе пĕрлех «Кардиопуйăс» проект та вăя кĕрĕ. Чи малтанах специалистсем халăха Çĕрпỹ хулинчи тĕп больницăра йышăннă. Ачасен сывлăхне тĕрĕслекен медицина десанчĕ пирĕн округри больницăра августăн 24-мĕшĕнче пулĕ, çамрăк пациентсене 9 сехетрен пуçласа 16 сехетчен йышăнĕç. «Кардиопуйăс» вара маларах, июлĕн 16-мĕшĕнче, килсе çитĕ.

Паллах, «Сывлăх патне утăм» проекта тĕп больницăн медицина ĕçченĕсем хăйсем те, иртнĕ çулхи пекех, активлă хутшăнĕç. Пĕрремĕш йышăнăва июнĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапамра йĕркелеме палăртнă. Графикпа (территори пайĕсене вĕсене çитерĕç) килĕшỹллĕн июль уйăхĕнче 7 хутчен, августра 6 хутчен, сентябрьте 2 хутчен тĕл пулĕç халăхпа. Йышăну вăхăчĕ — 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен.

Куçса çỹрекен нумай функциллĕ центрсен (автоклубсен) ĕçĕ-хĕлĕ

«Культура» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2019 çулта Раççейре асăннă техникăпа тивĕçтерес программа вăй илнĕ.

«Кустăрма çинчи клубсем» малтанах Патăрьелпе Канаш тăрăхĕсене çитнĕ пулсан, 2024 çулта тỹрех 9 муниципалитета уйăрнă. Республика бюджетĕнчен тăкакланă укçа-тенкĕ — 82,1 миллион тенкĕ.

Виçĕ çул хушшинче кăна автоклубсем 895 ялта пулса 108 пин çынпа 1167 мероприяти ирттернĕ. Кăçалхи 5 уйăхра, акă, 12135 çынна хаваслă кăмăл-туйăм кỹнĕ. Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем те чылай яла çитнĕ пĕлтĕр. Вĕсемпе пĕрле ентешсем — чăваш эстрада союзĕн членĕсем Валерий Димитриев, Лариса Шаурбина, Валентина Волкова, Юрий Кашкăр хутшăнни те паха. Кăçалхи сезона вырăнти юрă-ташă ăстисем «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçула уçнă чухне пуçланă.

Республикăра май-август уйăхĕсенче «Автоклубсем — Çĕнтерỹ çемĕпе» патриотла программăсен фестиваль-конкурсĕ иртет. Культура ĕçченĕсем аякри ялсенче пулса вырăнти халăха асăннă тематикăлла юрă-ташăпа паллаштарĕç. Сентябрь уйăхĕнче тĕп хулара вара — гала-концерт

Ачаллă çемьесене — пулăшу

Патшалăх тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тата тỹлевсемпе тивĕçтерсе ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать.

Çĕнĕрен çĕнĕ пулăшу мерисем çирĕпленсе пынăран Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ те çулсерен ỹсет. 2012 çулхипе танлаштарсан 2,9 хут ытларах. Паян республикăра çавнашкал çемьесем — 24163.

2020 çултан пуçласа республикăра ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе 25 çĕнĕ социаллă мерăсем йышăннă. Сăмах кунта чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки пырать: пурăнмалли çурт-йĕр, ача çурални, воспитани, вĕренỹ тата социаллă хỹтлĕх. Палăрăмлă йышăнусенчен пĕри — нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификат илме пултарни. Тĕллевлĕ тỹлевпе хваттер туянма е çурт тума, ипотека кредитне тỹлесе татма юрать. Уйрăмах 5 е ытларах ачаллă çемьесене тимлĕх уйăрасси тĕп вырăнта. Программа вăя кĕнĕренпе Чăваш Енри çавăн пек 924 çемье (3,923 миллиард тенкĕлĕх) хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Республикăран уйăракан ача амăшĕн капиталне (200 пин тенкĕ) автомобиль туянма та усă курма юрать. Çак майпа 2025 çулта 36, кăçал 6 çемье усă курнă.

Нумай ачаллă, анчах сахал тупăшлă çемьесем çулталăкра пĕр хутчен шкул тата спорт тумтирĕ илме пособие тивĕçеççĕ. Пĕлтĕр унăн сумми 14280 тенкĕпе танлашнă пулсан, халĕ — 15168 тенкĕ.

2025 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ пулăшу мери çирĕплетнĕ: 35 çула çитичченхи çамрăк çемье çак çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 3-мĕш е ун хыççăнхи пепкешĕн 300 пин тенкĕрен кая мар тỹлеве тивĕçет. Иртнĕ çултан пуçласа пĕр хутчен парăнакан çак компенсацие 369 çемье илнĕ.

Кăçал Раççейре кĕртнĕ çăмăллăх пирки те асăнса хăвармаллах. Сахал тупăшлă, 18 çула е 23 çула çитмен икĕ ачаллă çемьере тĕпренчĕкĕ куçăмлă майпа шкулта, колледжра (техникумра) е аслă шкулта вĕренет пулсан пĕр хутчен тỹлев парăнать. Заявленисене кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче асăннă ыйтусемпе çавăн пекех округ пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров, тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Алина Васильева, Елчĕкри культура керменĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Анна Теллина, РФ Пенси фончĕн округри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров тухса калаçнă.

Тĕл пулу хыççăн Леонард Левыйпа Владимир Максимов вырăна тухса объектсемпе — Елчĕкри Совет урамĕнчи аллейăна хăтлăлатассипе, «Елчĕк-Кĕçĕн Таяпа» автоçула юсассипе паллашнă. Ун хыççăн округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code