Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче паянхи кун утă-сенаж хатĕрлес енĕпе хĕрỹ тапхăр пырать. Тĕп тĕллев — вырма ĕçĕсем пуçланиччен выльăх апатне çителĕклĕ хывса хăварасси.
«Сатурн» хуçалăхра тунă сăн ỹкерчĕкре Александр Ласточкин, Николай Крысов, Георгий Федоров механизаторсем. Профессие чунтан парăннă çакăн пек тỹрĕ те таса кăмăлпа вăй хуракан ĕçченсем пур чухне кирек хăш ĕç те кал-кал пырать. Ахальтен мар асăннă хуçалăхра выльăх апатне хатĕрлессине кашни çулах планран ирттерсе пурнăçлаççĕ.
Николай КРУГЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ.

