Июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсенче 626 тонна (12 процент) утă, 3744 тонна (10 процент) сенаж хатĕрленĕ. Асăннă ĕçсене 12 хуçалăхра пурнăçлаççĕ. Акционерсен «Прогресс» обществинче 150 гектар (17 процент) кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ.

