Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулĕ

Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулĕ

Акционерсен «Прогресс» обществинче мăйракаллă шултăра выльăхсен йышĕ ытти хуçалăхпа танлаштарсан ытларах та, çавăнпа утă-курăкне те нумай хатĕрлеме тивет.

«Хĕл хырăмĕ пысăк» теççĕ, «прогрессем» выльăх апачĕ хатĕрлес кампание кашни çулах пысăк яваплăхпа йĕркелеççĕ. Кăçал планпа пăхнă тăрăх 320 тонна утă, 7630 тонна сенаж хатĕрлемелле пулсан, иккĕмĕшне ĕнерхи кун тĕлне 1000 тонна (13 процент) хывнă.

Асăннă ĕçĕн кашни участокĕнче опытлă кадрсем тăрăшаççĕ. Симĕс курăка çулассине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторне Владимир Воронцова шаннă. Комбайнерсен йышĕнче те çак сумлă ята тивĕçнĕ Валерий Охотинпа Геннадий Куприянов тăрăшаççĕ. Николай Романов, Владимир Соловьев, Андрей Немцев, Алексей Мамонтов водительсем, Рудольф Федотов тракторист вĕтетнĕ ешĕл апата Патреккел фермипе юнашарти ятарлă траншейăсене пушатаççĕ. Кунта хуçалăхри тĕрлĕ ĕçре пултаракан Сергей Муллин симĕс массăна «К-700» тракторпа пусăрăнтарать.

Сăн ỹкерчĕкре: Александр Плотников бригадир (варринче), Валерий Охотин тата Геннадий Куприянов комбайнерсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code