Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пĕрлĕхлĕ Раççей» тивĕçтерет

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» тивĕçтерет

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Цифрăллă Раççей» проекчĕн хастарĕсем ялта пурăнакансене пралуклă интернетпа тивĕçтерес тĕллевпе заявка пуçтараççĕ. Чăваш Енĕн Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 26 пин çурта хăвăрт ĕçлекен интернет çитĕ.

Çак ĕçе цифра тан марлăхне пĕтерме пулăшакан патшалăх программипе килĕшỹллĕн тăвĕç. Специалистсем ĕçе тỹлевсĕрех пурнăçлĕç, кил хуçисен оборудованишĕн кăна тăкакланма тивĕ. Инçетри ялсенче çыхăнăва йĕркелес ыйтăва ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа «Ростелеком» общество ертỹçи Михаил Осеевский сỹтсе явнă. Кăçал предприяти çыхăну инфратытăмне вăйлатассипе тăрăшса ĕçлет, çывăх çулсенче тепĕр 85 пин кил хуçалăхĕ интернетлă пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code