
Ĕмĕр 100 çул теççĕ,
Ăна пурне те памаççĕ.
Пурăннă кашни куна
Турă парни теççĕ.
Тимлĕ вулакан астăвать те пулĕ-ха 2024 çулхи авăн уйăхĕнче «Ĕмĕрĕн чикки инçе мар» ятпа пичетленнĕ статьяна. Елена Матвеевна Мартынова 98 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илни çинчен çырнăччĕ çав çул эпĕ. Халĕ вара Елена Матвеевна 100 çул тултарать. Аса илỹ йĕрĕпе пырар-ха эппин. 1926 çулта июлĕн 1-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешĕнчи Матвейпа Евдокия Перепелкинсен çемйинче хĕр ача — Еля çуралнă. Виçĕ пĕр тăван пулнă вĕсем: Еля, Хветĕрпе Элекçей. Хресчен çемйинче чухăнлăх хуçаланнă. Çул çитсен Еля ялти шкула çỹреме тытăннă. 4 класран ытла вĕренеймен вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕ, икĕ тетĕшĕ çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Хĕр ача амăшĕпе пĕрле колхоз хирĕнче ĕçленĕ. Ĕçчен, чĕрĕ Ельăна хуçалăх ертỹçисем асăрханă, фермăна сысна пăхма вырнаçтарнă. Чунне парса ĕçленĕ хĕр ача. Пĕве кĕрсен хĕре Кушкă ял каччи Анатолий Орлов, фермăранах, мăшăр тума вăрласа каять. Çамрăк мăшăрăн телейĕ вăраха пымасть. Пĕр çулталăк ытларах пурăнсан упăшки тепĕр хĕрарăмпа çыхланса ялтан тухса каять. Куççульпе çăвăнакан çамрăк арăм йывăр çын пулса хунямăшĕпе тăрса юлать. Вăхăт çитсен ывăл ача — Геннадий çуралать. Ачана пăхма асламăшне шанса, икĕ çын пурнăçĕшĕн яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлет. Хунямăшĕ тепĕр тĕнчене куçса кайсан, ывăлĕпе анчах тăрса юлаççĕ. Çак çулсенче, йывăр чире çĕнтереймесĕр пурнăçран уйрăлнă хĕрарăмăн мăшăрĕ — Иван Осипович Мартынов — Ельăна пĕрле пурăнма сĕнет. 7 ачапа тăрса юлнă арçын мĕнле пурăнмаллине те пĕлмест, чи кĕçĕн ачи 2 çулта анчах. Арçын кирлишĕн мар, çурма тăлăх ачасене хĕрхеннипе хĕрарăм унăн мăшăрĕ пулма килĕшет. Чун ăшшине парса пăхать çĕнĕ амăшĕ ачасене, часах пурте ăна «анне» тесе чĕнме пуçлаççĕ. Пысăк çемйине тăрантарас тесе, мăшăр кăнтăрла пĕр ĕçре, çĕрле хуралта ĕçлесе пурăнать. Часах пĕрлехи ачасем çуралса пыраççĕ: 4 хĕр те 1 ывăл. Вăхăт иртнĕ май йышăннă ачасем тата пĕрремĕш мăшăрĕнчен çуралнă ывăлĕ ялти шкултан вĕренсе тухса, пурнăç çулне суйласа илеççĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче мăшăрланса тымар яраççĕ. Инкеке пула иккĕмĕш упăшкинчен çуралнă ачасене ỹстерме те питĕ йывăр пулать хĕрарăма: сасартăк чирлесе, пенси çулне çитеймесĕрех, Иван Осипович пурнăçран уйрăлать. Вилнĕ çын хыççăн кайма çук, вăй-халне пуçтарса малалла талпăнать тăлăх арăм. 5 ача çиме ыйтать, тумтир те кирлĕ, шкула та тирпейлесе кăларса ямалла. Йывăрлăхра пулăшаканĕсем учительсем пулаççĕ. Тоньăпа Ольăна Патăрьелĕнчи интернат-шкула вырнаçтарма пулăшаççĕ. Ачасене çумра усрайманшăн хĕрарăм татăлса йĕрет. Тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн, хĕр ачасене Шупашкарти вăтам шкулта вĕренсе пĕтерме май туса параççĕ. Тĕп хуламăрта вырнаçса хăйсене килĕшекен ĕç тупса пурăнаççĕ. Аслă хĕрĕ Аня Аслă Пăла Тимеш каччипе Гена Константиновпа пĕрлешсе çемье йĕркелеççĕ. Кермен пек капмар кил-çурт çавăраççĕ, хĕрпе ывăла пурнăç парнелеççĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем ỹстереççĕ. Кушкăра тĕп çуртра Владимир ывăлĕпе мăшăрĕ пурăнаççĕ, хĕрпе ывăл çуратаççĕ. Анчах та ĕмĕрĕсем кĕске пулаççĕ вĕсен. Малтан арçынни, каярах мăшăрĕ пурнăçпа сыв пулашаççĕ. Амăшне Лена хĕрĕ пăхса юлашки çула ăсатать. Вăл çемйипе Елчĕкре пурăнать. Владимирăн ывăлĕ Илья — шкултан вĕренсе тухсан çар ретне тăрать. Калининград облаçĕнче моряк тивĕçне пурнăçлать. Çартан таврăнсан, маларах Патăрьелĕнчи ПТУра повар, ветеринар профессийĕсене алла илнĕскер уйрăм пайтаçă патĕнче ĕçлет. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, çамрăк каччă контракт çырать. «Эпĕ мар тăк, кам?» — тенĕ вăл асламăшне. Еля аппа, 80-ран иртсен те, «Кушкă» хуçалăхăн йĕтемĕ çинче, фермăра хуралçăра ĕçленĕ. «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята, ача амăшĕн медалĕсене, Тав, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Аня хĕрĕпе кĕрỹшĕ ватă çынна пĕччен пурăнтарас мар тесе хăйсем патне куçарса килнĕ. Çапах та вăхăтран вăхăт килне илсе кайса килеççĕ. Канлĕ ватлăхăн пĕтĕм условийĕсене туса панă Еля аппана. Уйрăм пỹлĕм, пỹртри туалет, телевизор, радио. Украинăра çĕршыв хỹтĕлевçи пулса тăрăшакан Илья мăнукĕшĕн мĕн чухлĕ кĕлĕ вуламарĕ-ши ватă? «Мана курма килсе кайрĕ вĕт иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче, — тет куçĕсене шăлса Еля аппа. — Мунча хутса пачĕ, сĕтел хатĕрлесе хире-хирĕç ларса калаçса лартăмăр». Тăван ялĕнче, стадионра ял-йыша, тусĕсене, тăванĕсене пуçтарса хăналама мехел çитерчĕ. «Урăх тăван яла хамăн урапа утса килеймессе туятăп», — тенĕ вăл юлташĕсене. Ялтан тухса кайнă чух ял чиккинче машинăран тухса тем вăхăт ял çине пăхса тăнă. Чунĕ сиснĕ пуль çав мăнтарăн ачин… 2 уйăхран ноябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче заданине кайсан, йывăр аманать, госпитальте пулăшу парса ĕлкĕреймеççĕ каччăна, 26 çулхи паттăр ĕмĕрлĕхех куçне хупать. 14-мĕшĕнче тăван ял масарĕнче канлĕх тупрĕ вăл. Пĕтĕм ял-йыш, власть тытăмĕнчи çынсем, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, çĕршер çын ăсатрĕç ентеше юлашки çула. 40-мĕш кунĕ тĕлне Кушкăри вăтам шкулта «Герой парттине» уçрĕç, унта наградисене вырнаçтарчĕç. Мĕнле йывăр пулчĕ çак пысăк хуйха чăтса ирттерме тăванĕсене.
Асламăшĕ вара? «Пĕтĕм шанчăкăм, ĕмĕтĕм Илюшăм çинчеччĕ, çурт хупăнмасть-ха тесе пурăнаттăм, — тет вăл. — Ĕмĕтĕм татăлчĕ… Куççуль юхтарса куç çивĕчлĕхĕ те пĕтрĕ».
Пурне те пĕлсе, астуса тăнăран Еля аппана çак хуйхă, паллах, самай хуçрĕ. «Мана пытарас вырăна мăнука пытартăмăр, çĕр мĕнле чăтмалла çакна, — тет кинеми. — Курманни юлмарĕ пуль теттĕм, пурпĕрех вăрçă чарăннине курас ĕмĕт пуçра тăрать. Тискер тăшмана пĕтермесен ман мăнук пек çамрăксен пурнăçĕ ялан хăрушлăхра пулĕ», — тет Еля аппа.
100 çула çĕр çинче ăспа-тăнпа кĕтсе илекен Елена Матвеевнăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунар, пархатарлă кун-çулĕшĕн çĕре çити пуç таяр.
Зинаида ПОРТНОВА.

