Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченне — субсиди

Çĕр ĕçченне — субсиди

Харпăр хăйĕн хуçалăхне тытса пыракансене субсиди парĕç. Халĕ шăпах хăй çине ĕçлекен çынсенчен заявкăсем йышăнаççĕ.

Субсидие мĕн валли параççĕ-ха?

Ĕне е пушмак пăру тытмашкăн: пĕр пуçшăн — 7,3-10 пин тенкĕ. Анчах пĕр хуçалăх 200 пин тенкĕрен ытла илеймест. Качака е сурăх усрамашкăн: пĕр пуçшăн — 500 тенкĕ. Пĕр хуçалăха — 12 пин тенкĕрен ытла мар.

Выльăх-чĕрлĕх туянма: 4 çултан ватă мар ĕне илме — пĕр пуç валли 70 пин тенкĕ, тăкакăн 90: ку. Çулталăкран иртнĕ 3-10 качака е сурăх туянма — пĕр пуç валли 5 пин тенкĕ, тăкакăн 90: таран.

Ĕнесене пĕтĕлентерме тăкакăн 90: саплаштараççĕ. Çавăн пекех минерал им-çамĕ туянма, тăпрана, вăрлăха тĕрĕслеме, пыл хурчĕсем тытмашкăн материал туянма субсиди параççĕ.

Заявкăсене электрон мелпе июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 7-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code