Иртнĕ эрнере округра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проект старт илчĕ.

Июнĕн 25-мĕшĕнче ир-ирех больницăн тата территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсем Елчĕкри тĕп лапамра «Сывлăх пунктне» йĕркелеме пуçăнчĕç. Тăхăр сехет çитиччен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас тĕллевлисен черечĕ те йĕркеленчĕ. Артери, куç пусăмне, ỹт-пĕве тĕрĕслеттересси, сахăр тата холестерин виçине пĕлме юн парасси, ЭКГ, флюорографи, маммографи тутарасси, тĕрĕс апатлану, сывă пурнăç йĕрки тата ытти ыйту пирки специалист канашĕсем — çак тата ытти направленипе кашниех тухма пултарнă тĕрĕслев витĕр. Унашкаллисем пурĕ — 151-ĕн. Чи пысăк йыш, 120 пациент, терапевт патĕнче пулнă. Вĕсенчен 55-шне черетлĕ тĕрĕслев витĕр тухма, 8-шне, сахăрпа гипертони çивĕчлĕхне палăртнă май, госпитализацие сĕннĕ.
Куç тĕрĕслеттернĕ 108 çынран 8-шĕн тĕлĕшпе офтальмологăн хушма ыйтусем çуралнă. 39 пациентăн юнра глюкоза, 49-шĕн холестерин шайĕ пысăккине палăртнă.
— Эпĕ те сывлăх патне утăм турăм паян, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ «Акатуй» суту-илỹ çурчĕн тĕп бухгалтерĕ Галина Капсулова. — Проекта ырлатăп çеç: апат вăхăтĕнчех диспансеризаци витĕр тухма пултартăм, сахăрпа холестерин виçине çийĕнчех пĕлме май пурри те меллĕ. Кăтартусемпе питĕ кăмăллă.
«Сывлăх пунктĕнче» «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине сĕнỹсем пуçтарассине те йĕркеленĕ.
Ĕнер тĕп больницăн мобильлĕ бригади Çĕнĕ Пăва ялĕнче ĕçленĕ.

