Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă мар шăрша мĕн пĕтерет?

Ырă мар шăрша мĕн пĕтерет?

— Сыра илемлĕ те çỹхе касмашкăн шăл тасатмалли ятарлă çиппе усă курма юрать.

— Сыра теркăланă чухне вăл ан çыпăçтăр тесен теркăна тип çу сĕрмелле е ăна малтан морозильникра тытмалла.

— Укроп-петрушкăна хĕл валли морозильникра ятарласа пăр тумалли формăсенче шăнтма юрать. Ун пек меллĕ — пĕрер порци пулать.

— Вĕрекен шыври какая вилкăпа темиçе тĕлтен шăтарсан вăл хăвăрт пиçет, сĕтеклĕ пулать.

— Цитрус çимĕçĕсене, помидора холодильникра упрасан сивĕ температура вĕсен тутине, шăршине чакарать.

— Пушă контейнерсене упранă чухне кăшт тăвар сапса хупсан ырă мар шăршăран хăтăлма май килет.

— Чили пăрăçа касиччен алла тип çу сĕрмелле: хаярскер ун пек вĕтелмĕ.

— Холодильникри ырă мар шăрша активланă кăмрăк туртса илет.

— Алюмини кастрюль тĕксĕмленчĕ-и? Унта пан улми хуппи ярса вĕретсен вăл çĕнелет, кухньăна та ырă шăршă сарăлать.

— Кухньăри чỹрече янахĕ çинче алоэ ỹстерни аван. Тăрук пиçсе кайнă вырăна хăвăрт кăна алоэ çулçине татса лаймакипе суран çине хумалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code