Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асатте ятне çỹлте тытатпăр

Асатте ятне çỹлте тытатпăр

Манăн ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен кĕнекесемпе кинофильмсем тăрăх кăна пĕлет. Çапах та мăн асатте 1-мĕш, асатте 2-мĕш тĕнче вăрçисенче çапăçни паллă. Пирĕн килте вăл вăхăтри сăн ỹкерчĕксем сахал мар. Çав вăхăтрах аттепе анне асаттен аса илĕвĕсене ытларах та тĕплĕнрех ыйтса пĕлменнине те пытармаççĕ. Мана асаттепе курнăçма тỹр килмен çав: эпĕ çураличчен вăл пĕр çул маларах, 2001 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче, çĕре кĕнĕ.

Асанне, атте-анне каласа панисемпе вара вулакана та паллаштарас килет. Ку тĕлĕшпе сăлтавĕ те пысăк — Андрей Германович Кузьмин çуралнăранпа июлĕн 8-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.

Асатте Ĕнел ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Пилĕк пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Ачалăхĕ те ялтах иртнĕ, тĕрлĕ ĕçе хутшăннă.

1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче, шкул пĕтеричченех, 17 çулхи каччăна вăрçа кайма повестка тыттарнă. Пирваях Вăрнар поселокĕнче пуçтарнă вĕсене, ун хыççăн Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминскри стрелоксен чаçне илсе çитернĕ. Вырăсла лайăх пĕлнĕрен, А.Кузьмина полк çыруçине çирĕплетнĕ. Темиçе уйăхран, çамрăк боецсен курсне вĕçлесен, И.Х.Баграмян ертсе пыракан I-мĕш Прибалтика фронтне янă.

Ефрейтор çапăçăва пуçласа Нарва хули çывăхĕнче кĕнĕ. Кунсерен, уйăхсерен атакăна çĕкленсе наступление кайни, шартлама сивĕре окопсем чавни, юрлă-çумăрлă çанталăкра вĕсенче ĕнтĕркесе ларни е çывăрни, выçăллă-тутăллă тăни мĕн чухлĕ пулнă-ши? 1944 çулхи черетлĕ çапăçура салтак пуçран аманать. Пĕр уйăх госпитальте сывалнă хыççăн каллех хăйсен чаçне яраççĕ. Унăн вăрçăри кун-çулĕ 1945 çулхи январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен Кенигсберга штурмланипе тата илнипе те паллă. Çавна май «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе наградăланă ăна.

1945 çулхи апрель уйăхĕнче вĕсен подразделенийĕ çапăçусен летопиçне хупать, апла пулин те хĕç-пăшала алăран вĕçертме вăхăт çитмен-ха: Украинăри Львов таврашне бендеровецсенчен тасатма явăçтараççĕ. Вĕсене тĕпрен кăкласа та пĕтермен иккен — каллех, ав, пуçĕсене çĕклерĕç.

Андрей Германовичшăн мирлĕ тапхăр 1950 çулта тин пуçланать. 1952 çулта Канашри финанс техникумне, 1969 çулта КПСС Тĕп Комитечĕн партин аслă шкулне пĕтерет вăл. 1952-1957 çулсенче Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи финанс пайĕн участокри налук инспекторĕнче, 1957-1959 çулсенче ял хуçалăх банкĕн уполномоченнăйĕнче, 1959-1963 çулсенче Патшалăх банкĕн кредит инспекторĕнче, 1963-1965 çулсенче Патăрьел территорийĕн колхоз-совхоз производство управленийĕн парторганизаторĕнче ĕçлет. 1965-1986 çулсенче — Елчĕк райĕçтăвкомĕн финанс пайĕн заведующийĕ. Ăна II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе» (1985), «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, СССР Финанс министерствин «Финанс ĕçĕн отличникĕ» паллăпа (1970), Пĕтĕм Раççейри «Пĕлỹ» обществин, КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Андрей Германович общество пурнăçне те хастар хутшăннă. Вăл район канашĕн 11-18 созывĕсен депутачĕ, райĕçтăвкомĕн членĕ пулнă. Партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ те, штатра тăман пропагандист та, «Пĕлỹ» обществин пуçламăш организацийĕн председателĕ те вăлах пулнă.

Килтисем каланинчен асатте ырă кăмăллă, сăпайлă çын пулнине пĕлетĕп. Унăн сăн ỹкерчĕкне сăнаса пăхăр-ха: куçĕсем те çавнах çирĕплетеççĕ. Эпир, ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванăмăрăн ятне-чысне çỹлте тытатпăр, вĕренỹри тата ĕçри кăтартусемпе çĕклесе пыратпăр.

Анна КУЗЬМИНА.
Ĕнел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code