Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пархатарлă ĕçшĕн — тав!

Пархатарлă ĕçшĕн — тав!

Медицинăна чăннипех парăннă Елена Владимировна шаннă тивĕçе юратса пурнăçлать. Сăмахăм Патреккел ялĕнчи тухтăр амбулаторийĕнче тăрăшакан Елена Борисова медицина сестри пирки.

«Мĕншĕн шăпах медицинăна суйласа илнĕ-ха эсĕ, Елена?» — ыйту çине вăл çапла хуравлать:

— Тăван ялти — Элекçей Тимеш ялĕнчи 4 çул вĕренмелли шкул хыççăн тантăшăмпа Наталья Нестракановăпа Патреккелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкула çỹрерĕмĕр. Хамăр ялтан икĕ хĕр кăначчĕ эпир класра. Çак тапхăрта çирĕпленчĕ те пирĕн медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕт. 8-мĕш класс хыççăн ниçта та мар — Тутар Республикинчи Пăва хулинчи медицина училищине çул тытрăмăр. Мĕн вĕренсе тухиччен туслă, пĕр уйрăлми çỹрерĕмĕр Наташăпа. Занятисенче пĕрле пулнă, хваттерте пĕрле пурăннă май савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайланă ачаран юнашар пулнă тантăшăмпа. Эпĕ иккĕмĕш курсра пĕлỹ илнĕ чух йывăр чире пула тĕнчери чи çывăх çыннăм — анне — пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл вăхăтра асăннă училищĕрен вĕренсе тухакансен пысăк пайне направленипе Хусан хулине ĕçлеме яратчĕç. Наталья пĕр тăхтаса тăмасăр аякри хулана çул тытрĕ. Эпĕ вара, çемьери çăмăлах мар лару-тăрăва пула, кунтах юлма шухăшларăм. Аннен йăмăкĕ Мария Васильевна Кондратьева ĕмĕрĕпе медсестра пулса тăрăшни те витĕм кỹчĕ пуль çак професси енне туртăнма.

Çапла аса илчĕ иртнине Патреккел кинĕ. Елена Зинаида Васильевнăпа Владимир Михайлович Вершковсен çемйинче кун çути курнă, 4 ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Вăхăт иртнĕ май шăпа Патреккел каччипе Владимир Борисовпа пĕрлешме пỹрнĕ пикене. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан килĕшỹллĕ çемье пĕрле çĕнĕ çурт хăпартнă, хĕрпе ывăл ỹстернĕ. Халĕ вĕсен ачисем — Каринăпа Стас — хăйсем çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне 2 мăнукпа савăнтараççĕ, кĕçех виççĕмĕшĕ çут тĕнчене килмелле.

Елена Владимировна ĕç биографине Елчĕкри тĕп больницăран пуçланă, кунта ача-пăча поликлиникинче медсестра пулса пĕр çул тăрăшсан тăван Патреккел ялне куçнă. 1993 çултан пуçласа çапла 33-мĕш çул тăрăшать сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче. Ырă чунлă та çепĕç чĕлхеллĕ медсестра Патреккелсене пĕрремĕш кунранах тыкăнланă, çак çулсен хушшинче миçе çынна сыватма, сывлăхне çирĕплетме пỹрмен-ши ăна?

— Елена Владимировна диплом илсен пĕр çулталăкран ĕçлеме вырнаçрĕ пирĕн яла. Çапла чылай çул тăрăшса хăйне ырă енчен анчах кăтартрĕ, пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман эпир унран. Ĕçе юратакан тата профессине чунтан парăннă çын анчах çапла пĕр улшăнмасăр вăй хума пултарать, — пĕлтерет чылай çул библиотекарьте тăрăшнă Елизавета Палашкина. — Темиçе çул каялла йывăр чирлесен Елена вăхăтра пулăшу панипе анчах инкекрен упранса юлтăм. Йывăрлăхра пулăшу аллине тăснăшăн ăна тата ытти медработниксене пысăк тав.

Çакăн пек ырă та ăшă сăмахсем калакан сахал мар.

— Ялти опытлă фельдшерсемпе Галина Михайловна Скворцовăпа тата Светлана Петровна Сардаевăпа ĕçлеме тỹр килчĕ, вĕсем мана, çамрăка, пулăшу аллине тăсрĕç. Кашни чирлĕ çын пирки пĕрле канашланă, мĕнле пулăшмалли пирки сỹтсе явнă, — аса илет Е.Борисова.

Халĕ ĕнтĕ Елена пысăк опытлă, çамрăксене хăй канаш-сĕнỹпе пулăшать.

Ялта тухтăр амбулаторийĕ хута кайсан малтанах йĕркелỹ ĕçĕсене пурнăçлама, стендсене хатĕрлеме те хастар хутшăннă медсестра. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ — Владимир Борисович — пысăк пулăшу панă. Ĕçпе Елчĕкри тĕп больницăна васкавлă каймалла чухне те автомашинипе час-часах леçет Владимир мăшăрне.

— Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне Патреккел тата Акчел ялĕсенче 1300 ытла çын пурăнатчĕ. Ун чухне васкавлă пулăшу машини хальхи пек час-час çỹремен, кăнтăрла анчах мар, çĕрле те вăранса сахал мар чупнă чирлĕ çынна пулăшма, — аса илет медработник. — Халĕ, 33 çул каяллипе танлаштарсан, çын самай чакнă (икĕ ялта пурĕ 600 çын ытларах). Çакă мана пăшăрхантарать. Çамрăксем хулана туртăннипе те çыхăннă ку пулăм. Ялсенче пушă çуртсен шучĕ ỹссе пыни, çуралакан ачасен шучĕ чакни те шухăшлаттарать…

Сиплев учрежденийĕсенче ĕç условийĕсем самай лайăхланнине те палăртмалла. Тухтăр амбулаторийĕнче оборудованисем çĕнелсе пынă май халăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илни те куç умĕнче.

Хальхи вăхăтра Людмила Миллина тухтăрпа тата Алина Петрова медицина сестрипе килĕшỹре ĕçлет Елена Борисова. Çакăнта ĕнтĕ ĕç ăнăçлăхĕ тата кал-кал пыни. Тухтăр амбулаторийĕ Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш, Ĕнел, Тỹскел, Вăрăмхăва ялĕсенчи халăхăн сывлăхĕшĕн яваплă. Сывлăха тимлесе тăрассинче 2 койка тивĕçлĕ вырăн йышăнать.

Çакăн пек медицина ĕçченĕсем пуртан эпир ыранхи пурнăçа шанчăклăн пăхма пултаратпăр. Тавах вĕсене пурне те пархатарлă ĕçĕшĕн.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Елена Борисова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code