Шкул ачисем патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕ витĕр тухасси, тĕпрен илсен, вĕçленнĕ.

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта йĕркеленĕ 11-мĕшсен тĕрĕслевне 56 вĕренекен хутшăннă. Вăл патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ ятарлă йĕркепе килĕшỹллĕн иртнĕ. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнчен кунта çĕнĕлĕх те кĕртнĕ: экзамен юхăмĕпе паллашма ашшĕ-амăшĕн йышĕнчен никама пăхăнман сăнавçăна çирĕплетнĕ. Кăçал тĕрĕслевĕн пĕтĕм тапхăрне пĕр представитель хутшăннă. Экзаменсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусемпе асăрхаттарусем пулман.
Алла аттестат илмешкĕн 11-мĕшсем обязательнăй йĕркепе вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, çавăн пекех хăйсен ирĕкĕпе хушма предметсем суйласа илме пултарнă. Ку вăл аслă шкулта мĕнле специальноçа алла илме тĕллев лартнинчен килет. Шкул пĕтерекенсенчен 5-ĕшĕ хими предмечĕпе (Елчĕк шкулĕ — 3, Лаш Таяпа, Кушкă — пĕрер) 90 ытла балл пуçтарма пултарнă. Вырăс чĕлхипе Елчĕк шкулĕнчи тата икĕ ача çак çитĕнĕве тунă.
2024 çултан Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн вĕренекен пĕр предметпа патшалăх экзаменне тепĕр хутчен тытма пултарать. Хушма кунсене июлĕн 8 тата 9-мĕшĕсене палăртнă. Ку вăл кăтартусене лайăхлатассипе çыхăннă.
Тăхăр класс пĕтерекенсенчен патшалăхăн тĕп экзаменĕсенче тĕрĕсленме пĕтĕм йыш — 151 ача — ирĕк илнĕ. Вĕсенчен 145-ĕшĕ (96 процент) «финиша» ăнăçлă çитнĕ пулсан, ыттисен ятарлă кунсенче парта хушшине тепĕр хутчен ларма тивĕ.
Шкул пĕтерекенсене малашлăхра та ăнăçу çеç сунас килет, пухнă пĕлỹ никĕсĕ çирĕппĕн утма шанăç кỹтĕр.
Людмила ЕФИМОВА,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

