Республика кунне халалланă уявра çĕршывăн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ 34-мĕш хут иртнĕ.
Унта юрă-ташă коллективĕсем Липецк, Кострома, Владимир, Свердловск, Ульяновск, Воронеж облаçĕсенчен, Удмурт Республикинчен, Санкт-Петербургран хутшăннă. Чăваш искусствине сцена çинче «Сăвар» тата «Янтал» ансамбльсем кăтартнă.

