Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ăшă сăмахпа та сиплеççĕ

Ăшă сăмахпа та сиплеççĕ

Елчĕк округĕн тĕп больницин Убайдулла Бекмуратов ертсе пыракан терапи уйрăмĕнче пысăк опытлă медперсонал тăрăшать. Кашниех хăйне шаннă ĕçе тĕплĕн, чун хушнипе пурнăçлать. Эмелпе анчах мар, ырă та ăшă сăмахпа та сиплеççĕ вĕсем, пациента хавхалантарса унăн ыратăвне сиреççĕ, кĕске хушăрах самайланма пулăшаççĕ.

Екатерина Ермолаева медицина тытăмĕнче 1987 çултанпа ĕçлет. Ирина Вастулова ку ĕçре 15 çул ытла. Опытлă медработниксем хăйсен патĕнче практика тухакансемшĕн те ырă тĕслĕх. Çак кунсенче кунта практикăра пулнă Дарина Чернова аслă ĕçтешĕсене ырăпа палăртать.

— Эпĕ Елчĕкри тĕп больницăра кăçалхипе иккĕмĕш çул ĕнтĕ практикăра. Кашни уйрăмрах ĕçлесе курма тỹр килчĕ. Тавах кунти мĕн пур ĕçчене ăшă канаш-сĕнĕвĕсемшĕн, — тет Хусанти медицина университетĕнче пĕлỹ илекен хĕр.

Кăçал иккĕмĕш курсран вĕренсе тухрĕ вăл. Сăмах май, професси суйланă чух Дарина кукамăшĕн çулĕпе кайнине палăртма кăмăллă. Нумай çулхи ырă та пархатарлă ĕçĕпе халăх хисепне çĕнсе илнĕ Валентина Леонтьевна Лазарева педиатрăн мăнукĕ вăл.

Ăш пиллĕ те ырă чунлă медработниксене пациентсем сывалса тухмассерен чĕререн тав тăваççĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Дарина Чернова, Екатерина Ермолаева, Ирина Вастулова ĕç пỹлĕмĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code