Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Тĕмер ялĕнчи сумлă çынна — 8 ачана тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ Зинаида Васильевна Матросовăна Амăшĕн «Анне» мухтав паллипе чысланă.
Зинаида Матросова ашшĕне астумасть. Василий Павлович Уткин 1941 çул вĕçĕнче вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен çыру килнĕ чухне çулталăк çурăри ача пулнă вăл. Вăрçă çулĕсем йывăр килнĕ.
— Çурта ăшăтма вутă, тăхăнмалли, çимелли пулманран нушаланнă. Çывăхри варта тĕрлĕ ỹсен-тăран — кĕпçе, вырăс хуххи, çерçи чĕрни, кăшкар ути — çисе хырăма улталанă, — аса илет ачалăхне кинеми.
Ялти ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ỹснĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ çулсенче хирте пучах пуçтарнинчен пуçланнă вĕсем ĕçе хăнăхасси. Унтан килти хуçалăхра та, колхозра та вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен иккĕмĕш çурринче пурнăç ялта çав-çавах йывăр пулнă-ха. Çак вăхăтра ялти çынсене вербовкăпа тĕрлĕ хуласемпе облаçсене ĕçлеме кайма ирĕк пама тытăннă. Çамрăксене те Калинин облаçне торф кăларма чĕннĕ. 16 çул тултарнă Зина хăйĕнчен аслăрах хĕрсемпе пĕрле Вышний Волочек тăрăхне тухса кайнă. Унта ĕçлесе пурăннине çапла аса илет:
— Калинин облаçĕнче торф кăларнă çĕрте чăваш хĕрĕсем ĕçчен пулнипе палăрчĕç. Эпир çанă тавăрса ĕçленĕ, çавăнпа пире питĕ мухтатчĕç. Ĕçĕ йывăртан апат-çимĕçпе лайăх тивĕçтеретчĕç, вăл йỹнĕччĕ. Çур çула яхăн торф кăлартăмăр. Кĕркунне хĕрсемпе Мускаври чугун çул çине ĕçлеме тухса кайрăмăр. Ĕçĕ кунта та çăмăл марччĕ, кирек мĕнле çанталăкра та вăй хунă. Кунта та чăваш ятне ямарăмăр. Ставрополь тăрăхне темиçе хут та ĕçлеме ячĕç. Кисловодск, Минеральные Воды, Сочи хулисенче пурăнса куртăмăр. Çапах та чĕре тăван тăрăха, тăван яла туртрĕ. Икĕ çул çурă ĕçленĕ хыççăн каялла таврăнтăмăр.
Зинаида пĕр ялти Петр Матросовпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Ырă ята тăрăшуллă ĕçпе, халăх çинче сăпайлăхпа палăрнипе çĕнсе илнĕ хĕрарăм. 35 çул почтальонкăра ĕçленĕ вăл.
З.Матросовăна хаçат ĕçченĕсем те сумлă наградăпа чун-чĕререн саламлаççĕ.
(Хамăр корр.).

