Кил-çуртра пушар тухни чылай чухне хуçисен тимсĕрлĕхĕнчен килет. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (çав шутра пирус туртнă чух та), электрооборудовани юсавсăрлăхĕ, кăмакапа тата электричествăпа ăшăтмалли приборпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, ача шăрпăкпа выляни пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Кивелнĕ электропралуксене вăхăтра улăштарманнипе те пушар тухать.
Кăçал округра 10 пушар тухнине регистрациленĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 11). Шел пулин те, пушарта 2 çын вилнĕ. Иртнĕ çул вилекен е сусăрланакан пулман.
Инкек ан тухтăр тесен, чи малтан хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Округри пушар хуралĕн ĕçченĕсем кашни çыннах тимлĕ те вут-çулăмпа асăрхануллă пулма, пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркесене çирĕп пăхăнма сĕнеççĕ. Ялсенче никам та пурăнман е усă курман çурт-хуралтă та чылай. Вĕсенче, çын пурăнмасть пулин те, пушар тухас хăрушлăх пур: çакăн пек çуртсене чылай чух ачасем е çамрăксем пухăнни тĕл пулать. Территори пайĕсен ĕçченĕсен, кỹршĕре пурăнакансен, ял старостисен асăннă çуртсене сăнасах тăмалла, пушă çуртсене электричествăпа тивĕçтерессине пăрахăçламалла. Енчен те çакăн пек çуртсенче тĕтĕм тухнине е вут хыпса илнине асăрхасан çийĕнчех пушар хуралне 01 е 101 номерсемпе (кĕсье телефонĕпе) шăнкăравласа пĕлтермелле, унта çынсем пуррине сиссен вĕсене çăлма тăрăшмалла, май пур таран пушара сỹнтерме тытăнмалла. Электричество тата газ оборудованийĕсемпе усă курнă чух питĕ асăрхануллă пулăр.
В.ГРИГОРЬЕВ.
С.САРДАЕВ.

