
проекта халăх активлă хутшăнать. Ăна пуçарса янăранпа тухтăрсем вырăна тухса чылай çынна тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ.

Ытларикун ку мероприяти Патреккел ялĕнче иртрĕ. Медицина ĕçченĕсем халăха ялти тухтăр амбулатори умне йыхравласа тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслев ирттерчĕç. Йышăну вăхăтĕнче юн пусăмĕ хăпарнă, холестерин шайĕ пысăк пулнă, глюкоза шайĕ хăпарнă, куç пусăмĕ ỹснĕ тата ытти тĕслĕхсене тупса палăртрĕç. Чылай пациент тĕлĕшпе хушма тĕрĕслев ирттерме сĕнỹ пулчĕ.
— «Сывлăх пункчĕсен» графикне сăнасах пыратпăр. Вăл пирĕн ялта иртессе куç пек кĕтрĕмĕр. Медицина ĕçченĕсем çапла пĕрле пухăнса çак проекта хутшăнни ял халăхĕшĕн уйрăмах меллĕ. Асăннă проекта хута янăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата Правительствăна, мĕн пур шайри тухтăра тав сăмахĕ калатпăр, — палăртрĕ Патреккел ялĕн хастарĕ, пенсионер — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Тамара Захарова.
Халăх тĕрĕслевпе кăмăллă юлчĕ.

