«Трактор завочĕсем» концернăн Шупашкарти предприятийĕсем июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тинех тулли ĕç кунĕ çине куçнă.
Çакăнта республика Правительстви тĕревленин курăмĕ витĕмлĕ. Предприятисене патшалăх енчен укçа уйăрса ĕç вырăнĕсене тата финанс лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упрама пулăшнă. 2025 çулта август уйăхĕнче кĕскетнĕ ĕç вăхăчĕн режимне ĕçе кĕртнĕ. «Промтрактор», Шупашкарти агрегат завочĕ, «Промлит» халĕ тулли ĕç эрнине тавăрнă.

