Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Васкавлă пулăшу çăл куçĕ

Васкавлă пулăшу çăл куçĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ «Сывлăх пункчĕн» тата «Кардиопуйăсĕн» специалисчĕсем округсене тухма пуçласси пирки çырнăччĕ ĕнтĕ.

Экспертсем — республикăн ертсе пыракан клиникисен кардиологĕсем А.Чермакова, Т.Русскова, Э.Васильевпа И.Розаренова неврологсем — йышăну йĕркеленĕ. Сывлăх тĕлĕшĕпе пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах вĕсем пациентсене пĕр тăхтаса тăмасăр УЗИне направлени панă е сайра профильлĕ специалистсем патне янă.

Июлĕн 16-мĕшĕнче республикăри «Кардиопуйăс» Елчĕкри тĕп больницăна «çитсе чарăннă». Мобильлĕ бригада ушкăнĕнче — кардиологсем, неврологсем тата ультрасасă диагностикин специалисчĕсем.

Виçĕ направленипе («Тĕплĕ диагностика», «Экспертсен консультацийĕсем», «Сывлăх çут ĕçĕ») йĕркеленĕ пунктсенче пĕтĕмпе 117 пациент пулнă. Пĕрремĕш пайĕнче юн тĕрĕслеттернĕ, ЭКГ тутарнă тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕн аталанăвĕн хăрушлăхне уçăмлатма пултарнă.

Виççĕмĕш пунктра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн медик-волонтерĕсемпе студент-практиканчĕсем сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă ăсталăх класĕсем ирттернĕ, тĕп органпа — чĕрепе — çыхăннă профилактика тухăçлăхне кашни çын патне çитернĕ.

— Кардиопуйăсăн усăлăхĕ çакăнта, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Алина Васильева, — эпир хушма медицина пулăшăвĕ кирлĕ пациентсене те тупса палăртрăмăр. Ку питĕ вырăнлă, мĕншĕн тесен чир-чĕре пуçламăш тапхăрĕнчех пĕлсен ăна сиплеме çăмăлтарах. Кая юлсан, ваттисем калашле, каю шăтнă пулĕччĕ.

Алина Геннадьевна сывлăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнисем хушшинче тĕрлĕ диагнозлă пациентсем пулнине каларĕ. Пĕр ялти хĕрарăм, акă, маларах «Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшỹллĕн тĕрлĕ анализ панă, маммографипе флюорографи тутарнă. Участокри врач унра ЭКГ тĕлĕшпе уйрăмлăх пуррине асăрханă та ăна тĕп хуларан килнĕ кардиолог патĕнче тĕрĕсленме сĕннĕ.

«Тĕрĕслев хыççăн кардиологсем Канашри центра сиплеме васкавлă пулăшу машини чĕнсе илчĕç, — çула тухиччен сăмахлама хирĕç пулмарĕ хĕрарăм. — «Нестабильная стенокардия» диагноз лартнă мана. Çак проекта хутшăнман пулсан мĕн пулатчĕ-ши? Медицина ĕçченĕсене пысăк тав».

Пирĕн сывлăхшăн тăрăшакансем ялсене килсе тимлени пахалăхлă, çав вăхăтрах васкавлă медицина пулăшăвĕн çăл куçĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code