
Çуркунне е çулла пухнă вĕлтĕрен (вăрлăхĕ пуличчен) паха удобрени шутланать. Йывăç, пластик е тăм савăта (тимĕр каймасть) вĕттĕн туранă вĕлтĕрен тултармалла, шыв хушмалла. Çумăр шывĕ пулсан аванрах.
Кунне пĕр хутчен лайăх пăтратмалла. Ырă мар шăрша пĕтерме çиелтен пĕр ывăç тусан сапни е валериана çулçисем кăштах хушни пулăшать. 1,5-2 эрнерен вĕлтрен йỹçме пăрахать.
Ỹсен-тăран калчисене апатлантармашкăн 1 пай çак шĕвеке 10 пай шывпа хутăштармалла. Çулçăсене сирпĕтнĕ чухне шĕвеке сăрăхтармалла, 1 пай пуçне 12 пай шыв илмелле.

