Суббота, 15 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ентешсем палăрнă

Ентешсем палăрнă

Çĕршыври «Раççейĕн çамрăк таланчĕсем» конкурса — Раççейри çамрăксен пултарулăх олимпиадине — пĕтĕмлетнĕ. Ăна ỹнер вĕрентĕвĕн тытăмне упраса пырас тата аталантарас, талантлă çамрăксене тупса палăртса аталанма пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Раççей Федерацийĕн Культура министерстви тата Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕ çумĕнчи академи музыка училищи ирттерекен çак тупăшăва пирĕн ентешсем те хутшăннă. Анна Гаврилова «Декоративлă прикладной пултарулăх» номинацире II степень лауреат (вĕрентекенĕ Наталья Филиппова), Анастасия Борисова «Хореографи искусстви» номинацире III степень лауреат (Светлана Карамаликова) ятсене тивĕçни пысăк чыс.

Саламлатпăр, малашне тата пысăк çитĕнỹсем сунатпăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code