
«Шевле» ача садĕнче Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшỹллĕн мода кăтартăвĕн кунне йĕркеленĕ.
Кашни çемье хăйĕн уйрăм тумне шухăшласа тупса ăна куракан патне илсе çитерме пултарни уявăн тĕп илемĕ пулнă. Ачасем хăйсен тумĕсене кăтартса утнă чух куракансем вĕсен телейлĕ сăн-питне хаваспах сăнанă.

