лаптăкĕ республикăри хуçалăхсенче 38,84 пин гектара çитнĕ. Унчченхинчен 20,6 процент пысăкланнă.
Республикипе илсен, кăçал рапс — 15,8 пин, хĕвел çаврăнăш — 11,3 пин, сарă пăрăç — 5,5 пин, йĕтĕн — 2 пин, соя — 1,4 пин, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 1 пин гектара яхăн акнă. Техника культурисен лаптăкне уйрăмах Канаш, Шăмăршă, Çĕрпỹ, Улатăр округĕсенче ỹстернĕ. Хĕвел çаврăнăшне Улатăр тата Шăмăршă тăрăхĕсенче ытларах акнă, сойăна — Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски тата Çĕрпỹ округĕсенче, сахăр кăшманне — Патăрьелпе Елчĕк тăрăхĕсенче, сарă пăрăçа — Çĕрпỹ тата Красноармейски округĕсенче.

