Республикăри Гостехнадзор инспекторĕсем вырма кампанийĕ пуçланас умĕн тыр-пул пухса кĕртмелли техникăна çулсерен тĕрĕслессине тĕпе хураççĕ. Елчĕк округĕнче пĕрремĕш тĕрĕслев «Прогресс» хуçалăхра иртнĕ (сăн ỹкерчĕкре). Инспекторсем механизаторсемпе тĕл пулнă май ĕç сыхлавĕпе, хăрушсăрлăх темипе çыхăннă темăсене те тишкернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ те тимлĕхре пулнă.
Техника тĕрĕслевĕ иртекен графика Чăваш Енри Гостехнадзорăн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă.

