Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир хыпарĕсем

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать.

Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе 2746 тонна (55 процент) утă, 42972 тонна (112 процент) сенаж хатĕрленĕ. Типĕ курăк янтăлассипе «Труд», «Комбайн», «Энтепе», «Эмметево», «Прогресс», «Клевер», сенаж хывассипе «Рассвет», «Труд», «Эмметево», «Сатурн», «Комбайн», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем пуçаруллăрах. Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлессипе «Урожай» сахал яваплă общество плана 100 процент пурнăçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code