
Хăйсен шăпине медицинăпа çыхăнтарса пĕтĕм пурнăçне ăна халалланă çынсем пысăк хисепре. Мĕн пур ăсталăхне теприне сыватасси, халăха тивĕçлĕ пулăшу парасси çине яраççĕ вĕсем. Ĕçĕпе кăна мар, вырăнлă каланă ăшă сăмахĕпе те тыткăнлаççĕ шурă халатлă ĕçченсем.
Людмила Гаврилова медицина сестри округри тĕп больницăри клиникăпа диагностика лабораторийĕнче 36 çул тăрăшать. Людмила Николаевнăна пархатарлă ĕçĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн тата паха ĕçĕшĕн хисеплеççĕ, хаклаççĕ. Шаннă та юратнă ĕçе пĕлсе тата пысăк чун-чĕрепе пурнăçлать вăл.
Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Людмила Гаврилова ĕç вырăнĕнче.

