Китай делегацийĕ Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсен представителĕсемпе АПК продукцийĕн экспорчĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
Пирĕн АПК предприятийĕсем хăнасене хăйсен экспорт майĕсемпе паллаштарнă. Продукци ассортименчĕ, Китая мĕн чухлĕ тавар ăсатма пултарасси тавра калаçу пулнă. Номенклатура анлă: тĕш тырăпа çу культурисем, аш-какай, бакалея продукцийĕ, чипс, выльăх апачĕ…
Малашнехи калаçусем килĕшỹсем тăвасси, компанисене хăйсен продукцине Китая илсе кĕме ирĕк парасси тавра пулĕç.

