Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç.
Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Ирина Горшкова каласа кăтартрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе аграрисен ĕçĕ хĕрỹ: юнкун тĕлне 2791 тонна утă (çакă палăртнă планăн 56 проценчĕпе танлашать), 46852 тонна сенаж (123 процент) хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес ĕç малаллах пырать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 482 гектар çинче çулнă, 462 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 37,8 центнерпе танлашать.
Округ пуçлăхĕ тыр-пула пуçтарса кĕртессипе çыхăннă ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕ.
Чăваш Республикинче «Чăваш Ен суту-илĕвĕ» республика конкурсĕ вĕçленнĕ. Кăçал чи лайăххисен ятне илессишĕн 70 ытла конкурсант кĕрешнĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене 11 номинацире палăртнă. «Чи лайăх суту-илỹ уçлăхĕ» номинацире Елчĕк муниципаллă округ администрацийĕ хисеплĕ 1-мĕш вырăн йышăннине палăртма кăмăллă. Елчĕксем конкурссенче харсăр пулнине «Çулталăк предпринимателĕ — 2025» ятпа иртнĕ тупăшу та çирĕплетсе пачĕ: апрель уйăхĕнче эпир çакăн пирки тĕплĕн çыртăмăр. Июль пуçламăшĕнче тепĕр çитĕнỹ пулчĕ — Елчĕк округĕ пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регион тапхăрĕнче призерсен шутне кĕчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Елчĕк округĕ «Муниципалитет пĕрлĕхĕн паллăлăхне ỹстересси («территори бренчĕ»)» номинацире II вырăн йышăннă, Чăваш Республикин чысне федераци шайĕнче хỹтĕлĕ. Конкурс ĕçĕсене йăлтах округ администрацийĕн экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕ Алена Быкова хатĕрлет. Çавна май Леонард Васильевич Алена Сергеевнăна саламласа пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Ĕçне кура — хисепĕ. Сăмах май, Алена Быкова çак уйăхра Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăха аталантармалли ассоциацин Хисеп грамотине те тивĕçнĕччĕ. Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн пачĕç ăна çак наградăна (сăн ỹкерчĕкре).
Округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Надежда Баймушкина 2026 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Кăçалхи 6 уйăхра пай ĕçченĕ 191 граждан тăрăмĕн актне регистрациленĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 187 акт. Çавăн пекех юридици тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ 1084 (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 1221) ĕç тунă.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленмелли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Сумлă юбилее уявлани пур çыншăн та асра юлмалла пултăр. Шăпах çак тĕллеве мала хурать йĕркелỹ комитечĕ. Программăна район историне тĕпчессине (округ энциклопедине хатĕрлесси), уяв баннерĕсемпе стендсене вырнаçтарассине, культурăпа спорт мероприятийĕсем тата конкурссемпе акцисем йĕркелессине, ветерансемпе тата хисеплĕ çынсемпе тĕл пулассине, территорисене тирпей-илем кĕртессине тата ыттине кĕртнĕ.
Канашлура 2026 çулта «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа пурнăçлама пуçăннă ĕçсем тата 2027 çулхи план, территорисене тирпей-илем кĕртес ыйтусем те тимлĕхре пулчĕç.
Е.ПЕТРОВА.

