Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем час-часах юрă-ташăпа аякри ялсенче пулаççĕ.
Хальхинче сцена ăстисем Кушкă ялне çитнĕ. Иван Шурбин, Сергей Баранов, Кирилл Петров, Никита Дружинин шăрантарнă юрăсем, баян-купăспа вылянă кĕвĕ-çемĕ кашнинех тыткăнланă.

