Çĕмĕрлери «Олимп» спорт шкулĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен хушшинче иртнĕ дартс дисциплинин республика чемпионатĕнче Елчĕксем питĕ ăнăçлă ăмăртнă.

Людмила Анисимова ертсе пынă командăри Алина Иванова (Хăвăлçырма) уйрăмах палăрнă: вăл «Пысăк раунд», «Спектр 20» дисциплинăсенче ылтăн, «501» тупăшура бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Ăмăртура Людмила Анатольевна хăй те маххă паман. Пĕр дисциплинăра вăл 1-мĕш тата иккĕшĕнче 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Елчĕкри Олимпиада Локтеван икĕ бронза, Аслă Пăла Тимешĕнчи Александр Портновăн кĕмĕл медаль. Саламлатпăр!

