Ачасен пурнăçне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси — аслисен тĕп тĕллевĕ. Çĕнĕ Пăва шкулĕ çумĕнчи «Илемпи» ача сачĕн территорийĕнче çĕр айĕнче резервуар вырнаçтарма пуçăннă. Ĕçе пурнăçлама «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа усă кураççĕ, контракт хакĕ 599 755 тенкĕпе танлашать. А.А.Шувалов подрядчик ĕçе тытăннă ĕнтĕ.

